Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Газ çитернĕшĕн тав тăваççĕ

Çак кунсенче Вăрманкасра пурăнакансемшĕн пысăк савăнăç пулнă. Чÿк уйăхĕнче ялти культура çуртне çутçанталăк газĕпе хутса ăшăтма тытăннă. Кунта газ илсе çитерессишĕн район администрацийĕн культура пайĕн заведующийĕ Светлана Журавлева нумай тăрăшнă. Ял халăхĕ халĕ ăна çакăншăн тав сăмахĕ калать.

Культура çуртне çутçанталăк газĕпе хутса ăшăтма пуçланă хыççăн кунта тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме условисем лайăхланнă. Канмалли кунсенче çамрăксем пухăнса дискотекăра савăнаççĕ. Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче вара ялти артистсем иккĕмĕш хутра вырнаçнă библиотекăн вулав залĕнче аннесен кунĕ ячĕпе концерт кăтартнă. Ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти музыка преподавателĕ Лев Максимов баянпа вылянă май шкулта вĕренекенсем юрланă, ташланă. Уйрăмах куракансене шкул директорĕ Ирина Лукина тата ялти “Пилеш” ача сачĕн воспитательници Раиса Петрова Юрий Кудаков, Григорий Хирбю, хамăр районти хăй тĕллĕн вĕреннĕ Владимир Михайлов композиторсен юррисене шăрантарни кăмăла кайнă. Концерта культура çурчĕн художество ертÿçи Надежда Михайлова ертсе пынă. Уяв каçĕнче хĕрарăмсем хушшинче конкурс та иртнĕ. Амăшĕсем ачасене пăхассипе, юрă-ташăра тупăшнă. Мала тухнисене тĕрлĕрен парнепе чысланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 декабря 2004
00:00
Поделиться
;