Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хамăр тăрăшнипе кăна газлă пултăмăр

Çак çырăва эпир, Вăрнар поселокĕнчи Садовăй тăкăрлăкра пурăнакансем, сирĕнтен пулăшу тата канаш ыйтас тĕллевпе çыратпăр.

Иртнĕ çул пирĕн тăкăрлăкра Вăрнарти “Спецмонтажгаз” организаци газ кĕртме тытăнчĕ. Пăрăхсене хума çĕре тракторпа чавма пуçларĕç, тракториста пулăшма икĕ çын уйăрса пачĕç, анчах ĕç вăрах пĕр вырăнтан тапранмарĕ. Пĕр çынни ĕçрен пăрахса кайрĕ, тепри урамрах ÿсĕр йăванса выртрĕ. Эпир, 74 çулхи пенсионерпа иксĕмĕр, пăрăхсене шăтăка хутăмăр, пире пиллĕкмĕш класра вĕренекен икĕ хĕрача пулăшрĕç. Траншейăна та хамăрах хупларăмăр.

Проект тăрăх газ пăрăхĕсене пирĕн тăкăрлăка Чернышевский урамĕ урлă туртса килмеллеччĕ. Анчах “Спецмонтажгаз” организацинче ĕçлекенсем ун пек тумарĕç, хамăра камăн та пулин анкартийĕ урлă каçарма калаçса татăлма ыйтрĕç. Юрать-ха, Комсомольски урамĕнчи 103-мĕш çуртра пурăннă Л.Александрова çырса ирĕк пачĕ. Унăн анкартинчи çĕре пăсни пире, пилĕк çемьене, пĕр пин тенкĕне кайса ларчĕ.

Л.Александроваран ирĕк илнĕ хыççăн, газификацие хăвăртрах вĕçлес тĕллевпе, эпир “Спецмонтажгаза” кайрăмăр, анчах кунта юпасем çуккине пĕлтерчĕç. Мĕн тăвăн, вĕсене хамăр укçапах туянтăмăр. Çакăн пирки организаци ертÿçисене пĕлтертĕмĕр, анчах вĕсем пирĕн тăкăрлăкра ĕçлеме çынсем çуккине пĕлтерчĕç. Юлашкинчен икĕ специалиста ярса пачĕç, пĕринчен нимĕнле усă та пулмарĕ, тепри вĕрентсе кăна тăчĕ, пĕтĕм ĕçе вара хамăрах пурнăçларăмăр.

Юпа лартма шăтăкне те, траншея чаврăмăр, растворне çăртăмăр, пăрăхсем туянтăмăр. Çак ĕçсене вĕçлесен, каллех “Спецмонтажа” çитрĕмĕр, вĕсен седелка лартса памаллаччĕ. Анчах ку хутĕнче те пĕр хуравах илтме тÿр килчĕ - седелка çук. Икĕ эрне хушшинче эпир чавнă траншея шывпа тулса ларчĕ, айăккинчи çĕрĕсем йăтăнса анчĕç, урамра сивĕ (ун чухне март уйăхĕччĕ). Çак вăхăтра пире газ кĕртсе пама шантарнă организацие миçе хутчен çитмерĕмĕр пулĕ. Çутçанталăк ырлăхне аран-аран кĕтсе илтĕмĕр. Пире тăрпасемшĕн те, ĕçленĕшĕн те укçана тÿлесе татма пулчĕç. Анчах унтанпа вăхăт чылай иртрĕ, çулталăк та вĕçленет. Шантарнине çичĕ çул кĕтеççĕ, теççĕ те - пирĕн Шупашкартан укçа куçарса парасса миçе çул кĕтмелле-ши;

Çутçанталăк ырлăхĕ пирĕн пата (хамăр тăрăшнипе) аран-аран çитрĕ. Анчах урампа иртекен газ пăрăхĕсене сăрлакан, газ пайлакан сете хÿтĕлесе карталакан халĕ те тупăнмарĕ. Ку ĕçсене те пирĕннех пурнăçламалла-ши;



"Çĕнтерÿ çуле"
09 декабря 2004
00:00
Поделиться
;