Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хунямасем ăмăртнă

Шăхальти культура çуртĕнче интереслĕ мероприятисем тăтăшах иртеççĕ. Çамрăксем кăна мар, аслăрах ÿсĕмри çынсем те вĕсене питĕ активлă хутшăнаççĕ.

Декабрĕн тăваттăмĕшĕнче кунта ял халăхĕ «Хуняма» шоуна курма пуçтарăннă. Конкурса пиллĕкĕн хутшăннă, вĕсем - Елизавета Степанова, Любовь Николаева, Варвара Борисова, Вера Лукина тата Александра Александрова. Ялти чи лайăх хуняма пулассишĕн вĕсен тăхăр конкурс витĕр тухма тивнĕ. Хăйсемпе паллаштарас, апат-çимĕç пĕçерес, ачана чĕркесе çывăрттарса ярас, шăккалат ячĕсене пĕлес, чĕрчунсене сăнарласа парас тата ытти конкурссенче те вĕсем пĕри тепринчен маттуртарах пулнине кăтартса панă. Çапах та Л.Николаева ыттисенчен вăр-вартараххине, ăнкаруллăраххине  çирĕплетнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ уяв каçĕн çĕнтерÿçи вăлах пулса тăнă.

Конкурса хутшăнакансене, куракансене Калинино ял администрацийĕн пуçлăхĕ Елена Михайловна Сергеева саламланă. Культура çурчĕн художество пултарулăх ертÿçи Олеся Степанова, Валентина Дмитриева библиотекарь, ялти çамрăк артистсем Ирина Степанова тата Ирина Васильева шÿтлĕ камитсемпе савăнтарнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 декабря 2004
00:00
Поделиться
;