Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Клубсене те газ çитрĕ

Кĕркунехи-хĕллехи тапхăрта культура ĕçченĕсен уярăмах çанă тавăрса ĕçлеме тивет. Мĕншĕн тесен мероприятисен пысăк пайĕ шăпах çак вăхăтра иртет-çке.

Анчах паян чылай культура çурчĕ йывăр лару-тăрура пулни вăрттăнлăх мар. Нумайăшĕнче тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттермелле, чылайăшĕ темиçе çул пачах та хутса ăшăтманран юсанса пырать. Çакă культура ĕçченĕсене те самаях мар ура хурать - сивĕ клубра ĕçлес кăмăл хуçăлать, ял çыннисене, çамрăксене мероприятисене явăçтарасси йывăрланать.

Ку çитменлĕхсене пĕтерес тĕллевпех район администрацийĕ пулăшнипе районти клубсене газификацилеме тытăнни ырă пулăм. Паянхи куна пĕтĕмпе 15 культура учрежденийĕ «кăвак çулăмпа» ăшăнать. Нумаях пулмасть çак ырлăх Вăрманкасри, Хирпуçĕнчи тата Калининăри культура çурчĕсене çитнĕ. Кăçал çавăн пекех план тăрăх Хапăсри культура çуртĕнче газ ямалла, халлĕхе кунта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Район администрацийĕн культура, информаци политикин тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Светлана Журавлева пĕлтернĕ тăрăх, хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе культура учрежденийĕсене çĕркăмрăкĕпе тата вутă-шанкăпа тулли тивĕçтернĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 декабря 2004
00:00
Поделиться
;