Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕлÿ шайне ÿстереççĕ

Медицина пĕр вырăнта тăмасть. Ученăйсем пысăкрах витĕм кÿрекен препаратсем туса хатĕрлеççĕ, медицина аппаратури те çĕнелсе пырать. Çынсене йывăр чиртен ăнăçлă сыватас тесен сиплев учрежденийĕсенче ĕçлекенсен пĕлÿ шайне ÿстерсех пыма тивет. Пирĕн районсен кăçал квалификацие ÿстермелли курссенче врачсем 24 çын, медицина сестрисемпе фельдшерсем 85-ĕн вĕреннĕ. Экзаменсен ăнăçлă тытнă хыççăн Галина Арсентьевна Михайлова терапевт, Ираида Ивановна Носова, Валентина Анатольевна Иванова, Роза Васильевна Куликова врач-педиатрсем хăйсен пĕрремĕш категорийĕ специалист пулнине тепĕр хут çирĕплетнĕ. Районти тĕп больницăра УЗИ аппаратпа ĕçлекен Галина Эрюновна Яковлева, «васкавлă пулăшу» станцийĕнче Калерия Георгиевна Корнилова, ренген пăхакан Надежда Владимировна Петрова тата ерекен чирсен уйрăмĕнчи Надежда Ефимовна Николаева врачсем иккĕмĕш категорие тивĕçнĕ. Ача-пăчан уйрăмĕн заведующийĕ Ильзита Витальевна Иванова акушер-гинеколог вара хăй те чи пысăк категорие тивĕçлине кăтартса панă. Врачсем çакăн пек курссенче пĕлÿ шайне кашни 5 çÿлте пĕрре ÿстереççĕ, хăйсем ăста специалист пулнине çирĕплетме экзамен тытаççĕ.

Медицина сестрисем те хăйсем опытлă работниксем пулнине кăтартса панă. Вĕсем çиччĕн чи пысăк, тăххăрăн пĕрремĕш, виççĕн иккĕмĕш категорийĕсене тивĕçнĕ.

Халĕ квалификацие ÿстермелли курссече тата виçĕ врач, пилĕк медицина сестри вĕренет.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
09 декабря 2004
00:00
Поделиться
;