Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕтĕм тĕнче илемĕ - тусенче

Шăпах çак ятпа пырать те Вăрнарти халăх музейĕнче черетлĕ выставка. Хальхинче кунта паллă художникăн, философăн, ученăйăн тата çулçÿревçĕн Николай Рерихăн тĕлĕнмелле картинисем вырăн тупнă.

Енчен те манăн хамăн планетăна йĕркелесе яма май килсен, вăл пĕтĕмпех çÿллĕ тусенчен тăрĕ - Н.Рерих каланă çак сăмахсем художник туллă вырăнсене çав тери юратнине çирĕплетсе параççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ, хăйĕн пĕтĕм ÿнер ĕçне тусене халалланă вăл.

Н.Рерих - чылай ăслăлăх ĕçĕсен авторĕ - 40 çула яхăн Раççейре пурăннă, 20 çул ытла - Индире, 3-4 çул Америкăра. Нью-Йоркра унăн хăйĕн музейĕ те пулнă. Паянхи кун Вăрнарта иртекен выставкăра паллă художникăн хăйĕн коллекцийĕнчи картинисем те пур. Вăл туллă вырăнсене наука экспедицийĕсене чылай тухса çÿренĕ, тусене тата кунти породăсене тĕпченĕ.

Легендăсем тăрăх, Николай Рерих çÿллĕ тусем тăрăх çÿренĕ чухне, кунта пурăнакан вăрçма хастар халăхсем тапăнсан, вĕсен ухă йĕпписем пĕри те Рериха лекмен иккен. Çавăнпа та ăна Таса çын, вăл ертсе пыракан экспедицие тапăнма юрамасть тесе шутланă. Алтай, Гималай тăвĕсенче тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ.

Николай Рерихăн картинисенче тĕп вырăнта, паллах,- тусем. Вĕсене вăл хăй мĕнле курнă, çапла çырнă. Çавăн пекех тусене ÿкермелли чи лайăх вăхăт - ноябрь тата январь уйăхĕсем, мĕншĕн тесен ытти вăхăтра çак асамлă чулсенче мĕнпур илеме асăрхаймастăн - акă мĕнлерех шутланă ÿнерçĕ.

“Лохол” тăвĕсене вăл шурăмпуç килнĕ чух, “Дэвитана” хĕвел аннă вăхăтра, “Девушка снегов” картинăна тĕтреллĕ кунра ÿкернĕ. Унăн ĕçĕсем пурте мĕнле те пулин легендăпа çыхăннă. Выставкăра художникăн паллă картинисем вырăн тупнă: “Звезда героя”, “Обитель гесэра”, “Скальные храмы”, “Ведущая”, “Направляясь домой”, “Гора пяти сокровищ”, “Превышение гор” тата ытти те. Вĕсем куçа илемĕпе тыткăнлани кăна мар, хăйсенче тарăн шухăша пытарнă.

Культурăна никамăн та тивме юрамасть, çуртсене, библиотекăсене, кĕнекесене, картина галерейисене, пур архитектура палăкĕсене те вăрçăпа аркатмалла мар, вĕсене пĕтĕм тĕнчери халăхăн упрама, сыхласа хăварма тăрăшмалла. Шухăш-кăмăл культури - çĕр çинчи мĕнпур япаларан та хаклăрах, çÿлерех тăрать. Çак тема унăн чылай ĕçĕнче палăрать.

Ту çинче пулса курнă çын пурнăçа тивĕçлипе хаклама вĕренет, мĕншĕн тесен кунта кашни утасрах хăрушлăх тухса тăрать. Çавăн пекех тусем çинче социаллă сий те палăрмасть - пуян-и эсĕ, чухăн-и - пурте пĕр тан. Ут-пÿ, ăс-тăн енчен çирĕп çын кăна - тусен тусĕ. Николай Рерих çак шухăша хăйĕн ăслăлăх ĕçĕнче ахальтен палăртмасть ĕнтĕ.

Районти халăх музейĕнче пыракан выставкăра пулса курни искусствăна чăннипех хаклама, илеме туйма, ăс-хакăла пуянлатма пулăшать. Çавăнпа та унта районти кашни çыннăн çитсе килмеллех. Музей директорĕ Елена Ивановна Шарипова Н.Рерих пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, унăн картинисемпе çыхăннă легендăсене пĕтĕм кăмăлтан, тĕплĕн каласа кăтартать. Çак курав яланхилле мар, видеофильм кăтартнинчен пуçланать. 7-8 минутлăха пыракан видеофильм Алтай тăвĕсем çине илсе çитерĕ. Çавăн пекех выставкăра культурăна упраса хăварас енĕпе ĕçлекен Мускав фондчĕн Шупашкарти “Радуга” культурăпа курав центрĕнчен илсе килнĕ фотопейзажсем те паллă вырăн йышăнаççĕ. Вĕсенче те, паллах, тусене ÿкерсе илнĕ. Кунсăр пуçне кунтах Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Андрей Львов Кавказ тăвĕсем çинчен илсе килнĕ ту породисемпе, фоторепродукцийĕсемпе паллашма пулать. Курав декабрĕн 20-мĕшĕччен пырать.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 декабря 2004
00:00
Поделиться
;