Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар хĕрĕ мала тухрĕ

Иртнĕ канмалли кунсенче Çĕнĕ Шупашкар хулинче Совет Союзĕн Геройне Н.М.Дуденецкие асăнса Раççей хулисенчи 1988-1921 çулсенче çуралнă çăмăл атлетсем тупăшрĕç. Çак ăмăртăва Раççейĕн чылай регионĕнчи çамрăк спортсменсем хутшăнчĕç.

Вăрнар район чысне ăмăртура пĕтĕмпе саккăрăн хÿтĕлерĕç. 1500 метрлă дистанцире 1988-1989 çулсенче çуралнисен ушкăнĕнче Çĕрпел ялĕнчи (халĕ Олимп резервисен училищинче вĕренет) Катя Горбунова пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Вăрнар енĕн ытти çăмăл атлечĕсем те япăх мар результатсем кăтартма пултарчĕç. Ял хуçалăх техникумĕн студенчĕ Владимир Политов 1500 метрлă дистанцире вунпĕрмĕш, 800 метрлинче саккăрмĕш вырăна тухрĕ, Андрей Иванов пĕрремĕшĕнче вунпиллĕкмĕш, иккĕмĕш дистанцире вуннăмĕш пулчĕ. Чăрăшкас Хирлепри Андрей Скворцов 800 метра вуниккĕмĕш чупса çитнĕ. Хĕрачасенчен Катя Мышкина тата Марина Лебедева та ăнăçлă ăмăртрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 декабря 2004
00:00
Поделиться
;