Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сахаллансах пыратпăр

Ноябрьте районта 33 ача çуралнă. Çав шутра  22 арçын тата 11 хĕр ача. Октябрьтипе танлаштарсан ку хисеп 12 ача ытларах. Анчах та çакă районта халăх йышĕ ÿссе пынине пĕлтермест. Мĕншĕн тесен юпа уйăхĕнче  Вăрнар тăрăхĕнче 72 çын вилнĕ.

Çемье пĕлтерĕшĕ чакса пыни сисĕнет. Çамрăксем ытларах ирĕклĕ пурăнма кăмăллаççĕ. Чÿк уйăхĕнче 16 мăшăр пĕрлешнĕ. Çав хушăрах 12 çемье арканса кайнă. Çакă çамрăксенчен чылайăшĕ хĕрĕн çие юлсан кăна пĕрлешнипе те çыхăннă.

Иртнĕ уйăхра район администрацийĕн ЗАГС уйрăмне виçĕ арçын хăйсем ача ашшĕ пулнине палăртма пынă.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 декабря 2004
00:00
Поделиться
;