Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тăванне вĕлерсе газ траншейине пытарнă

Пăртас çынни, хĕрĕх иккĕри Н., юлашки çулсенче кÿршĕри Вăрманкас ялĕнче хăйĕнчен чылай аслăрах хĕрарăмпа пурăннă. Арçын хушăран темиçе кунлăха тăван ялне те киле-киле кайнă. Тен, çавăнпах пуль октябрь вĕçĕнче çухалнă хыçăн ăна никам та шырама шутламан. Пăртасри тăванĕсем Н. кÿршĕ ялта тенĕ, Вăрманкасри хĕрарăмĕ вара арçын тăванĕсем патĕнче тенĕ. Анчах... Н. пĕр уйăх Вăрманкас урамĕнче, газ траншейинче, выртнă.

ноябрĕн 22-мĕшĕнче Н. çухалнă пирки ноябрĕн 22-мĕшĕнче Пăртасри тăванĕ милицинне евитленĕ, - пĕлтерчĕ район прокурорĕ юстици советникĕ Ю.А.Вахтеркин. - Милици ĕçченĕсем çынна шырама тытăннă. Ноябрĕн 30-мĕшĕнче Вăрманкас çыннин - çухалнă Н.-ăн катари тăванĕн - килĕнче, стена çинче тата урайĕнче юн евĕрлĕ хăмăр пăнчăсем тупнă. Утмăл пиллĕкри арçын октябрь вĕçĕнче хăй тунă хăрушă ĕç пирки каласа кăтартрĕ. Çав кун, вăл каланă тăрăх, Н., мухмăрласкер, ун патне çитсе кĕнĕ. Кĕçех вĕсем хирĕçсе кайнă. Ватă çын çамрăккине лаптак вĕçлĕ хĕскĕчпе пуçĕнчен темиçе хутчен çапнă, юн кăларнă. Ирхине пилĕк сехетре вăл хăнана ăсатасшăн пулнă, анчах лешĕ турткалашма тытăннă-мĕн. Тарăхса кайнă пенсионер пуртă çулса илнĕ. Унтан Пăртас çыннине урама сĕтĕрсе тухнă та газ траншейине пăрахнă, кăштах çĕрпе витнĕ. Тепĕр темиçе кунтан ăна çĕрпе танах хупласа лартнă. Çак синкерлĕ вĕçленнĕ ĕç тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, ватă çынна арестленĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 декабря 2004
00:00
Поделиться
;