Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрлăх аллаççĕ

Районĕпе кăçал тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 40028 центнер хатĕрленĕ. Декабрĕн 1-мĕшне 20042 центнерĕ акмалли кондицие тивĕçтернĕ. “Янгорчино”, “Броневик”, “Знамя” хуçалăхсен, “Вурнарская”, “Санар” агрофирмăсен пĕтĕм вăрлăх кондицилли пулнă, “Вурнарская” тата “Санар” агрофирмăсен вара йăлтах пĕрремĕшпе иккĕмĕш класа ларнă. “Янгорчино” ял хуçалăх предприятийĕн те 1529 центнертан 1429-шĕ, е 93 проценчĕ, пĕрремĕшпе иккĕмĕш класли пулнă. Çав хушăрах “Родник”, “Искра”, Коротков ячĕллĕ, “Правда”, “Новый путь”, “Маяк”, “Янсарино”, “Родина”, “Агро-инвест”, “Свет”, “Янишево” хуçалăхсенче кондициллĕ вăрлăх пĕр пĕрчĕ те çук.

Вăрлăхăн пысăкрах пайĕ таса мар пирки кондицие тивĕçтермест. Районĕпе 18835 центнер, е 47 проценчĕ, таса мар пулнă. “Родник”, “Искра”, Коротков ячĕллĕ, “Правда”, “Новый путь”, “Маяк”, “Родина”, “Агро-инвест” хуçалăхсенче вара пĕтĕм вăрлăх çумкурăксен вăррипе вараланнă. Çакăн пек вăрлăх çавăн пекех МТС “Яуши” ял хуçалăх предприятийĕнче, ял хуçалăх техникумĕнче нумай. Çавăн пекех 6287 центнерĕ, е 16 проценчĕ, шăтаслăхĕ пĕчĕк, 6960 центнерĕ (17 процент) нÿрĕ пулнă пирки кондицие тивĕçтермест. Нÿрĕ вăрлăх “Абызово”, Коротков ячĕллĕ, “Правда”, “Маяк”, “Родник”, “Агро-инвест” хуçалăхсенче, шăтаслăхĕ Пĕчĕкки “Абызово”, “Юнтапа”, “Новый путь” хуçалăхсенче нумай.

Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче тата раштав пуçламăшĕнче шартлама сивĕсем пулманнипе усă курса хуçалăхсенче вăрлăха акмалли кондицие çитерессипе ĕçсем сарăлса пыраççĕ. “Абызово”, “Самолет”, “Знамя труда”, “Искра”, МТС “Яуши”, “Гвардеец”, “Юнтапа”, “Победа”, Карл Маркс ячĕллĕ, “Родина”, “Броневик”, “Хорнзор”, “Знамя” ял хуçалăх предприятийĕсенче, ял хуçалăх техникумĕнче, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче ятарлă звеносем ĕçлеççĕ. Вĕсем тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне алласа çумкурăксен вăрринчен уйăраççĕ. Çÿлерех асăннăччĕ ĕнтĕ, “Санар” агрофирмăра пĕтĕм вăрлăх пĕрремĕшпе иккĕмĕш класа тивĕçтерет. Апла пулин те кунта вăрлăха алласа тасатассипе икĕ звено ĕçлет. Санарпуçсем ăна ытти хуçалăхсем валли хатĕрлеççĕ. Çав вăхăтрах “Родник”, Коротков ячĕллĕ, “Правда”, “Новый путь”, “Маяк”, “Янсарино”, “Агро-инвест”, “Свет”, “Янишево” хуçалăхсенче кондициллĕ вăрлăх пачах та çук пулин те ăна алласа тасатма халĕ те тытăнман.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 декабря 2004
00:00
Поделиться
;