Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Паттăр фронтовик

Халăх Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 60 çул çитнине чаплăн паллă тума хатĕрленет. Вăхăт самаях иртнĕ пулин те, йывăр вăхăтсем çынсен асĕнчен тухас çук. Мĕн чухлĕ çухату... Ăна ниепле те хак пама çук. Вăрçăра пуçĕсене хунă ашшĕсемпе ачисене, аппăшĕсемпе йăмăкĕсене çухатнă ентешсене кашни çемьерех курма пулать.

Шăхасан (халĕ Канаш) районĕнчи Виçпÿрт ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Вăрнар поселокĕнче пурăнакан Сергей Васильевич Барсуков вăрçă вут-çулăмне 1941 çулхи август уйăхĕнче кĕнĕ. Вунтăхăр çулхи каччă ирсĕр тăшмана аркатассишĕн чăннипех те хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă. Вăл стрелковăй полкăн рота командирĕн заместителĕ пулса çапăçнă. 1942 çулта Сталинград çывăхĕнчи хаяр тытăçусенче рота командирĕ паттăррăн çапăçса пуçне хунă, çавăнпа та командованине Сергей Васильевичăн хăй çине илме тивнĕ, рабочисен Ренок поселокне çирĕп хÿтĕленĕ.

Сталинград хулине нимĕç ункинчен хăтарассишĕн пынă çапăçусенче С.Барсуков нимĕçсен тискерлĕхĕпе хаярлăхне пайтах курнă.  Вилĕмпе куçа-куçăн миçе хутчен тăман-ши тата; Анчах фашистсене çапса аркатас туйăм темĕнле хăрушлăхран та вăйлăрах пулнă çамрăкăн, вурçă вут-çулăмне çак тĕллевпех кĕнĕ вăл. Çак çапăçусенче 80 нимĕç фашистне тыткăна илме пултарнине те манмасть Сергей Васильевич. Анчах тăшман пульли никама та тиркемест çав - С.Барсукова та пырса лекет вăл. Аманнă салтак 1056-мĕш эвакогоспитальте сипленет. Унтан сывалса тухнă хыççăн 1943 çулта ăна Пенза облаçĕнчи Нижний Ломоври военкоматра службăна яраççĕ. 1946 çулхине вара Саратоври гарнизонти комисси ăна П-мĕш ушкăнри инвалид тесе йышăнать.

Фронтран таврăннă хыççăн С.Барсуков пĕр вăхăт Канаш районĕнчи “Родина” колхозра вăй хурать. Хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухать, направленипе ăна Вăрнарти вăрман хуçалăхне ĕçлеме яраççĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Авруй лесничествинче вăй хунă вăл. Ĕçре те пысăк пултарулăх кăтартнă Сергей Васильевич.

Паттăр фронтовикăн кăкăрне паян “Сталинграда хÿтĕленĕшĕн”, Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей медалĕсем, 1 степень Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕ илемлетеççĕ, вăл чăннипех те хăюллă, çирĕп çын пулнине çирĕплетсе параççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 декабря 2004
00:00
Поделиться
;