Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурте тăрăшсан кăна

Республика кунне 2005 çулта Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенче тата пирĕн районта ирттерме йышăннине вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çавна май пирĕн корреспондент Вăрнар поселок администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Львовпа тĕл пулнă, вăрнарсем çак уява кĕтсе илме еплерех хатĕрленни çинчен каласа пама ыйтнă.

- Василий Яковлевич, кирек мĕнле кил хуçи те хăнасене пухас умĕн кил-çурта тирпей-илем кĕртме тăрăшать. Вăрнара вара хăнасем пĕтĕм республикăран кăна мар, унăн тулашĕнчен те йышлăн килмелле. Еплерех хатĕрленет-ха вĕсене кĕтсе илме поселок;

- 2005 çул Республика кунне пирĕн районта ирттернипе кăна палăрса тăмасть. Май уйăхĕнче пĕтĕм çĕршыв Аслă Отечествăллă вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 60 çул çитнине кĕтсе илет. Кунсăр пуçне тата Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Васильевич Федоров 2005 çула садсемпе парксен çулталăкĕ туса хума йышăнчĕ. Республика кунĕ поселокра виçĕ çĕрте - Вăрнар варринчи тĕп площадьре, “Химик” стадионта тата культурăпа кану паркĕнче - иртмелле. Çавна май мĕнпур тĕп урамсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсен планне туса хатĕрлерĕмĕр. Çак планпа килĕшÿллĕн район администрацийĕн, районти çыхăну узелĕн, йăла комбиначĕн, район хаçачĕн редакцийĕпе пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн, Карл Маркс урамĕнчи офиссен, аш-какай комбиначĕн, “Шанс” тулли мар яваплă обществăн, “Сельхозхимин”, Канашри ПАТПн Вăрнарти филиалĕн, “Вурнарская” МСОн, “Вурнарыдорстрой” акционер обществин административлă çарчĕсене, районти культура çуртне, вĕсем умĕнчи скверсемпе полисадниксене, картасене, районти тĕп больницăри васкавлă пулăшу станцийĕпе терапи уйрăмне, поселокри 1-мĕшпе 2-мĕш вăтам шкулсене, Советски, Ашмаров урамĕсенчи, Коммунальнăй тăкăрлăкри хăшпĕр нумай хутлă пурăнмалли çуртсене, автозаправка станцине, Карл Маркс, А.Иванов, Ашмаров, Советски урамсенчи столовăйсемпе кафесене, чукун çул тата автотранспорт вокзалĕсене юсаса çĕнетмелле. Шкул пĕви çумĕнчи кивĕ çуртсене пăсса кунта кану зони туса хумалла, унта скверсемпе аллейăсем йĕркелемелле, çынсене уçăлса çÿреме тротуарсем пулмалла. Гагарин урамĕнче ача-пăча паркне туса хута ямалла. Карл Маркс тата А.Иванов урамĕсенчи рыноксене туса пĕтермелле. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулне туса лартмалла. Поселокра икĕ фонтан хута каймалла. Ял хуçалăх техникумне çитиччен тата Первомайски урамри çулсене асфальт сарса тухмалла. Карл Маркс, Советски, Ленин, Ашмаров, Илларионов урамĕсенчи тротуарсемпе бордюрсене, обществăлла организацисем, предприятисемпе учрежденисем патне пыракан çулсене юсамалла. Астăвăм скверне, культурăпа кану паркне, ытти парксемпе скверсене йĕркене кĕртмелле. Советски, Комсомольски, Ашмаров, Ленин, Ж.Илюкин урамĕсенчи картасене, палисадниксене юсамалла. Çуртсем умĕнчи палисадниксенче клумбăсем туса чечексем çитĕнтерме тытăнмалла. Пурăнмалли нумай хутлă çуртсен картишĕсенче те тирпей-илем тумалла, ача-пăча площадкисем йĕркелемелле.

- Чăнах та питĕ нумай ĕç пурнăçлама тивет Республика кунне хамăр патра ирттерме тивĕçлипе хатĕрленсе çитес тесен. Çакăн валли вăхăчĕ те сахал мар кирлĕ. Ĕлкĕрĕпĕр-ши;

- Ку тĕлĕшпе эпир кăçалах сахал мар ĕçлерĕмĕр. Çак тĕллевпе кĕркунне сакăр субботник ирттертĕмĕр. Çак субботниксенче пулас парксемпе скверсене йывăç нумай лартса хăвартăмăр. Шупашкартан килекен шоссе çулĕ хĕррипе Кивьял Хапăсран Вăрнара çитиччен лартнă акаци тĕмĕсем ватăлса çитнĕччĕ, питĕ илемсĕр курăнатчĕç. Вĕсене касса пуçтартăмăр, чăрăшсем лартрăмăр. Ленин урамĕнче ачасен ÿнер шкулĕ умĕнчи ватă йывăçсене касрăмăр. Кунта клумбăсем пулаççĕ, вĕсем валли тăпра турттарса хунă. Культурăпа кану паркĕн çурçĕр енчи ватăлса çитнĕ, вăйлă çил вăхăтĕнче ÿкме пултаракан йывăçсене касрăмăр. Аллейăсем хĕрринчи акăш-макăш çитĕнсе кайнă акаци тĕмĕсене, спирейăсене касса тикĕслерĕмĕр, парк хĕррипе чăрăшсем лартса тухрăмăр. Çуркунне паркри сукмаксене асфальт сарса хытаратпăр. Çакăн валли вак чул тата хăйăр турттарса хунă. Республика кунĕнче кунта тĕп сцена пулать. Субботниксенче район тата поселок администрацийĕсен работникĕсем, районти тĕп больницăра, ача сачĕсемпе шкулсенче, библиотекăсемпе культура çуртĕнче ĕçлекенсем активлă пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин хăй те кашни субботниках  хутшăнчĕ.

Предприятисемпе организацисем те Республика кунне хатĕрленме пуçларĕç. “Сельхозхими” унитарлă предприяти территори тавралли картасене юсаса тухрĕ. “Вурнарская” МСО административлă çурта йĕркене кĕртрĕ. Аш-какай комбиначĕ те административлă çурта тулашран юсаса çĕнетрĕ. Анчах та кунта картасене, предприяти умĕнчи территорие йĕркене кĕртес тесен тата нумай ĕçлемелле-ха. “Шанс” тулли мар яваплă обществăн та административлă çурта, мастерскойсене тулашран тирпей-илем кĕртес тесен нумай тăрăшмалла.

Карл Маркс, Советски, Комсосольски, Пионер урамĕсенче картасене çĕнĕрен чылай тытрăмăр. Çакăн хыççăн Вăрнара килекенсем поселока йăлтах урăх сăн кĕни, вăл палăрмаллах илемленсе капăрланни çинчен калама тытăнчĕç. Анчах та кунта çакна каласа хăвармалла. Уйрăм çынсен çурчĕсенче пурăнакансен килĕ умĕнче тытнă картасене хăйсен харпăрлăхĕ çине куçарма укçа тÿлемелле пулать. Çывăх вăхăтра вĕсене мĕн чухлĕ тÿлемеллине кăтартса счетсем ярса паратпăр.

- Анчах та пирĕн халлĕхе пĕр-пĕрин ĕçне хаклама пĕлменни пĕтмен-ха.

- Ку чăнах та çапла. Уйрăмах урамсене тирпей-илем кĕртекенсен ĕçне нимĕн вырăнне те хуманни палăрать. Поселок администрацийĕ çумĕнчи ятарлă бригада рабочийĕсем урамсенчи, ытти обществăлла вырăнсенчи çÿп-çапа пуçтарса тухнă хыççăн нумай та вăхăт иртмест, вĕсенче каллех малтанхи чухлех тĕрлĕ ăпăр-тапăр йăваланса выртать. Поселокра кашни утасра тенĕ пекех çÿп-çапа ирĕк паман вырăна тухса тăкнине курма пулать. Кун пек вырăнсем поселокпа юнашарти вăрмансенче, урамсен вĕçĕсенче, çырмасенче, пурăнмалли нумай хутлă çуртсен картишĕсенче нумай. Карл Маркс урамĕнчи 2-мĕшпе 4-мĕш тата 12-мĕшпе 14-мĕш, Ашмаров урамĕнчи 2-мĕшпе 4-мĕш çуртсенче пурăнакансем çÿп-çапа урама тухса купалама пуçларĕç. А.Иванов урамĕнчи 2-мĕш, 4-мĕш, 6-мĕш, Севернăй тăкăрлăкри 2-мĕш, 3-мĕш, 4-мĕш çуртсен картишĕсенче яланах таса мар. Çак çуртсем патне вара çÿп-çап турттаракан машина кашни кунах график тăрăх пырса çÿрет. Пуçтарса тăракан çĕрте мар, çÿп-çапа пăрахман вырăнта таса пулать, тенине маннинчен килет çакă.

Шăмăршă, Патăрьел салисенче, ытти район центрĕсенче пулнă май кашнинчех вĕсенчи çĕнĕ микрорайонсенче яланах таса та тирпейлĕ пулни тĕлĕнтерет. Пирĕн вара Вăрнарăн çурçĕр енчи çĕнĕрен çĕкленнĕ поселокра хыт-хура чашкăрса ÿсет, ăçта пăхнă унта строительство материалĕсем, ытти ăпăр-тапăр купаласа тултарнă, çÿп-çапа урамах тухса тăкаççĕ. Çавна май кунти илемлĕ, аслă, çутă керменсем те куçа савăнтармаççĕ. Çав вăхăтрах асăннă микрорайонта вăйĕ чакнă, ыттисенчен пулăшу кĕтекен пенсионерсем пурăнмаççĕ Вĕт-ха. Вĕсен хăйсен килĕ-çурчĕ çывăхĕнче тирпей-илем кĕртме вăйĕ те, майĕсем те çителĕклех, кăмăлĕ кăна пулмалла.

- Василий Яковлевич, Республика кунне Вăрнарта ирттерме хатĕрленнĕ май Ленин урамĕнчи уйрăм çынсен кивелсе çитнĕ çурчĕсене Карл Маркс урамĕнчен пуçласа Ж.Илюкин урамĕ патне çитиччен пăсма, хуçисене тÿлевсĕр хваттер пама йышăнни çинчен илтнĕччĕ.

- Ку апла мар. Çывăх вăхăтра ку çуртсене пăсса хуçисене хваттерпе тивĕçтерме палăртман. Çавна май вĕсен çуртсене уяв умĕн хăйсенех йĕркене кĕртме тивет.

Юлашкинчен эпĕ акă мĕн каласшăн. Çакна çирĕп шанса тăратăп: вăрнарсем Республика кунне тивĕçлипе хатĕрленсе кĕтсе илессишĕн пĕр çын пек тăрăшĕç, хăнасене тирпей-илемпе, чун-чĕре ăшшипе, ырă кăмăл-туйăмпа савăнтарĕç.

- Калаçушăн тавтапуç.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 декабря 2004
00:00
Поделиться
;