Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Раççей турнирĕнчен - çĕнтерÿпе

Çапла, Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче кĕрешÿ мелĕсене алла илекен арçын ачасем черетлĕ турниртан çĕнтерÿпе таврăннă. Вăл декабрĕн 10-12-мĕшĕсенче Арзамас хулинче иртнĕ. Ăмăрту çак хулан хисеплĕ гражданинĕн, хулари пĕр пысăк заводăн генеральнăй директорĕн Юрий Старцевăн кубокне çĕнсе илессишĕн пынă.

Пĕтĕм Раççейри турнир вунтăватă ытла регионти чи вăйлă кĕрешÿçĕсене пуçтарнă. Вăрнар районĕнчен унта тăваттăн хутшăннă. Вĕсем пурте призлă вырăнсене çĕнсе илме пултарнă. Харпăр хăй виçе категорийĕнче Иван Сладков пĕрремĕш, Петр Николаевпа Дмитрий Авдеев иккĕмĕш, Сергей Львов тăваттăмĕш вырăнсене йышăннă. Çавăн пекех И.Сладков чи лайăх техника кăтартнăшăн ятарлă приза тивĕçнĕ. Турнирта вăл хăйĕнчен аслăраххисемпе кĕрешĕве тухнă, пурне те парăнтарма пултарнă. Каччăсене турнира Юрий Григорьевич Львов тренер хатĕрленĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 декабря 2004
00:00
Поделиться
;