Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Савăнмалли сахал

Республика кунне Çĕнĕ Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисемпе пĕрлех пирĕн районта та ирттерме йышăнни ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене пикенÿллĕрех пулма хавхалантарать. Ферма ĕçченĕсем хĕллехи вăхăтра та продукци ытларах илессишĕн тăрăшаççĕ. Уйрăмах «Янгорчино» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи выльăх пăхакансем маттур. Çĕрпелсем вунă уйăхра 10086 центнер сĕт туса илнĕ. Ку иртнĕ çулхи çав вăхăтринче 625 центнер ытларах. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне продукци илесси 856 центнера çитнĕ пĕлтĕрхинчен 53 центнер ÿснĕ. Чÿк уйăхĕнче çĕрпелсем кашни ĕнерен районта чи нумай, 320 килограмм, сĕт сунă.

Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем хатĕрлесе сутассипе çавăн пекех «Победа», «Родина», Карл Маркс ячĕллĕ, «Хорнзор» ял хуçалăх предприятийĕсем аван ĕçлеççĕ. Вун пĕр уйăхра сĕт туса илесси, тĕслĕхрен, Хирпуçсен иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 54 процент, малти-ишексемпе çавалкассен 5, хурăнсур-çармăссен 1 процент ÿснĕ. Çулталăк пуçланнăранпа хурăнсур-çармăссем кашни ĕнерен районта чи нумай, 4079 килограмм, сĕт суса илнĕ. Хирпуçсен вара çак вăхăтри сăвăм пĕлтĕрхинчен 1205 килограмм ÿснĕ, 3452 килограма çитнĕ.

Аш-какай туса илессине иртнĕ çулхинчен «Самолет», «Знамя труда», «Новый путь», «Победа», «Маяк», Карл Маркс ячĕллĕ, «Родина» хуçалăхсем, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ ÿстернĕ. Аш-какай комбинатĕнче вунпĕр уйăхра усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 305,1 центнер аш туса илнĕ. Пĕлтĕр 260,4 центнер пулнă. Услапасен вунпĕр уйăхри кăтарту 77,8, çĕрпелсен 75,6 центнерпа танлашнă.

Анчах та районĕпе илсен выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе лару-тăру чаплах теме çук. Аш-какай, çавăн пекех сĕт пĕтĕмĕшле тата усă куракан 100 гектар çĕр пуçне пĕлтĕрхинчен чакнă. Кашни ĕнерен те сĕт иртнĕ çулхинчен сахалрах сунă. Самăртакан ĕне-выльăхсемпе сыснасем ÿт хушасси, сыснасен хисепĕ тата çура илесси кăна кăштах ÿснĕ, сысна амисене искусствăлла майпа ытларах пĕтĕлентернĕ. Ытти кăтартусем йăлтах аялалла аннă. Аш-какай туса илессипе уйрăмах «Искра», МТС «Яуши», «Юнтапа», «Гвардеец», «Янсарино», «Свет», МТС «Нива», «Агро-Инвест» хуçалăхсем, ял хуçалăх техникумĕ, сĕт сăвассипе «Самолет», «Знамя труда», «Искра», МТС «Яуши», Коротков ячĕллĕ, «Гвардеец», «Новый путь», «Янсарино» хуçалăхсем, ял хуçалăх техникумĕ япăх ĕçленĕ. Вĕсенче продукци илесси 20 процент е ытларах та чакнă.

Хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем чÿк уйăхĕнче продукци илессипе еплерех ĕçленине пĕтĕмлетни хуçалăхсенче фермăсене выльăхсене хĕлле усрама çителĕксĕр хатĕрленине кăтартса парать. Чылай хуçалăхра апат сахал пирки рацион чухăн. Апата выльăхсене тутлăлантарса, çĕпрелентерсе çитермеççĕ. Витаминсемпе микроэлементсем хушса памаççĕ. Малашне те çакăн пек пулсан выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси татах чакма пултарать.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 декабря 2004
00:00
Поделиться
;