Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ

Юпа уйăхĕн çиччĕмĕшĕнче Хапăсри вăтам шкулта хĕрĕх çул ытла тимленĕ Александра Павловна Ефремова 80 çул тултарчĕ. Сумлă ячĕсем те чылай унăн, вăл - вĕрентÿ отличникĕ, ĕç ветеранĕ, нумай ача амăшĕ.

Александра Павловна 1924 çулта чиркÿллĕ Хапăсри Мария Демьяновнапа Павел Алексеевич Архангельскийсен çемйинче çуралнă. Чиркÿ кĕнекине пăхсан, вĕсем салари хресченсем шутланни, тĕплĕнрех тишкерсен вĕсен малтанхи несĕлĕ чиркÿре ĕçлени паллă.

Александра Павловна çемьери улттăмĕш ача пулнă, пĕтĕмпе вĕсем саккăрăн çитĕннĕ. Мĕн пĕчĕкренех учитель пулма ĕмĕтленнĕ вăл. Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан 15 çулхи хĕрача Нурăсри педучилищĕне çул тытнă, экзаменсене ăнăçлă тытса студентка пулса тăнă. 1943 çулта алла диплом илнĕ çамрăк специалиста Упнерти пуçламăш шкула вĕрентме янă. Александра Павловнан телейĕ вара тата та çывăхрах пулнă - ун валли Хапăс шкулĕнчех вырăн тупăннă.

1947 çулта вăл тин çеç çартан таврăннă политрукпа Александр Васильевич Ефремовпа пĕр çемьене чăмăртаннă. Кĕçех вĕсен йыш та хушăннă: малтан Ираида çуралнă, унтан Володя, Альбинăпа Маргарита кун çути курнă. Вĕсен ачисем ÿссе çитĕнсе пурте аслă пĕлÿ илнĕ, пурте çемьеллĕ. Ираида И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен чăваш педагогика институтĕнчен вĕренсе тухрĕ, вунă çул ытла завучра вăй хучĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Володя чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн нумай çул Муркашри чăх-чĕп фабрикине ертсе пычĕ, шел, кăçал вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Альбинăпа Маргарита - химиксем, Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ.

Александра Павловнан мăшăрĕ паян пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ, анчах унăн ырă ячĕ ыттисемшĕн яланах ырă тĕслĕхре. Шкул вĕренсе пĕтерсенех вăл салтак аттине тăхăннă, çар служби унăн 1939 çулта Калуга хулинче пуçланнă. 1942 çулта ăна çарпа политика училищине вĕренме янă, хыççăн Мускаври 58-мĕш уйрăм зенитлă артиллери дивизийĕн рота командирне çирĕплетнĕ. Ун чухне вĕсем 30-мĕш стрелковăй дивизие кĕнĕ, Калинин фронтĕнче тăнă.

Пĕррехинче ăна ротăри 12 салтака илсе Вазуза шывĕ хĕрринчи Подосиновка ялне нимĕçсен вăйне тĕпчесе пĕлме разведкăна янă. Çĕрлехи тĕттĕмре вĕсем ял çывăхне шуса çитнĕ. Анчах нимĕçсем те сыхă тăнă, вĕсем разведчиксене минометран çунтарма тытăннă. Çак çапăçура Александр Васильевич йывăр аманнă, çулталăк ытларах госпитальте сипленнĕ. Сывалнă хыççăн вăл каллех хăйĕн чаçне лекнĕ. Тепĕр виçĕ уйăхранах А.Ефремова Ульяновскри танк училищине вĕренме янă. Часах вăл хăй тĕллĕн çÿрекен тупă установкин командирĕ пулса тăнă. Ăна пĕрремĕш Украина фрончĕн 316-мĕш стрелковăй дивизине, Львов хули патне янă. Каярахпа, пирĕн çарсем Румыни çĕрĕ çине кĕрсен, 2-мĕш Украина фронтне куçарнă. Çапăçусем часах Венгри территорине куçнă. Будапешт хули çывăхĕнче Чепель утравĕшĕн пынă çапăçура Александр Васильевича сулахай урине амантнă. Тĕрлĕ госпитальсенче сипленнĕ вăл, 1945 çулта кăна сывалса тухнă.

Тĕрлĕ çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн А.Ефремова Аслă Отечественнăй вăрçăн 1-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ орденĕсемпе, 18 медальпе наградăланă.

Фронтран таврăнсан вăл Хапăс ялпо председателĕнче тимленĕ, унтан ăна колхоз председательне лартнă. Каярахпа вăл шкулта счетоводра, унтан Упнер ял совечĕн председателĕнче нумай вăй хунă.

Ял-йыш манмасть ăна, колхоз производствине çĕклес тĕлĕшпе ырми-канми вăй хунă А.Ефремова.

Александра Павлована та ватти-вĕтти те хисеплет, унран тĕслĕх илет.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 декабря 2004
00:00
Поделиться
;