Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

В.Вишневские халалласа - наукăпа практика конференцийĕ

Виçĕмкун Çавалкасри культура çуртĕнче паллă ентешĕмĕр, ăсчах, чăваш çутлăхĕн патриархĕ, çыру культурине аталантараканĕ Виктор Петрович Вишневский çуралнăранпа 200 çул çитнине халалласа наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Унăн ĕçне районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, библиотекарьсем, шкул ачисем тата ял çыннисем хутшăннă. Çавăн пекех В.Вишневскин пархатарлă ĕçне хисепе хурса çак кун Шупашкартан та хăнасем килсе çитнĕ, вĕсем И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕн ĕçченĕсем - пирĕн тăрăхра çуралса ÿснĕ çынсем: филологи наукисен докторĕ, профессор, чăваш филологипе культура факультечĕн деканĕ Виталий Родионов, Леонид Петров доцент, филологи наукисен кандидачĕ, кафедра ассистенчĕ Ирина Софронова тата истори наукисен кандидачĕ Леонид Таймасов.

Çак конференци вĕрентекенсемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те çав тери усăллă пулнине палăртмалла. Мĕншĕн тесен хамăр ентешĕмĕрĕн кунçулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен эпир ку таранччен питĕ сахал пĕлнĕ. Университет ĕçченĕсем В.Вишневскин чăваш çырулăхне аталантарас ĕçĕ пирки каласа кăтартнă. Виталий Родионов хăйĕн ăсчахăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырнă кĕнекине районти шкулсене парнеленĕ, вăл материалсемпе питĕ пуян.

Вишневский фондне туса хума сĕннине конференцие хутшăнакансем пурте хапăлласа йышăннă. Ăна йĕркелесе пыма университет ĕçченне Леонид Таймасова тата районти вĕрентÿ управленийĕн методистне Роза Федорована çирĕплетнĕ. Çак сĕнÿпе ял-йыш та килĕшнĕ. Çавалкас ял çынни Николай Петров электрик вара çăмăл алăпа çак кунах укçа хывнă.

Конференци ĕçне çавăн пекех районти вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕ Людмила Никифорова, культура, информатика политикин тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Светлана Журавлева хутшăнса хамăр тăрăхри мухтавлă çыннăмăрсене, вĕсен ĕçĕсене манмалла маррине, малалла тăсмаллине, вĕсем çинчен тĕплĕнрех тĕпчесе пĕлмеллине палăртнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 декабря 2004
00:00
Поделиться
;