Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

01 пĕлтерет

Ытларах чухне  пушарсем çынсен тимсĕрлĕхĕпе-асăрханусăрлăхĕпе  пулаççĕ.  Акă, иртнĕ тунтикун,  каçхине  ултă сехет иртсен,  Вăрнар поселокĕнчи К.Маркс урамĕнчи  6-мĕш çуртăн  1-мĕш хутĕнче ĕç синкерлĕ вĕçленме пултарнă.  Кунта пурăнакан пенсионерка  утюга розеткăран кăларман, хăй лавккана тухса утнă.  Хĕрсе кайнă электричество приборĕнчен  çывăхри япаласем тивсе илнĕ.  Юрат-ха çулăма урамрм çынсем асăрханă,  ăна сарăлма паман. Тепĕр кунне, каçхине çичĕ сехет тĕлнелле,  Чалăм кăкшăмра та хăрушă инкеке сирсе яма май килнĕ.  Аллă виççĕри пĕччен пурăнакан арçын, ÿсĕрпе чĕлĕм туртса выртнăскер,  çывăрса кайнă,  кĕçех вырăн таврашĕ хыпса илнĕ.  Кÿршĕсем çулăма çийĕнчех асăрхани  çын пурнăçне тата пÿрт-çурта  çăлса хăварнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
20 декабря 2004
00:00
Поделиться
;