Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пайщиксем канашларĕç

Кайри Тукай, Çĕрпел, Хурăнсур Çармăс ялĕсенче пайщиксен пухăвĕсем иртрĕç. Вĕсенче Вăрнар райповĕн экономисчĕ Светлана Аркадьевна Бобина райпон тата асăннă ялсенчи магазинсен кăçалхи ĕçĕ-хĕлĕсем çинчен отчет туса пачĕ. Райпора пурĕ 5782 пайщик. Çав шутра Çĕрпелте 89, Хурăнсур Çармăсра 93, Кайри Тукайра 61 çын. Райпо кăçал 115 миллион та 830 пине яхăн тенкĕлĕх тавар сутса таварçаврăнăш планне 107 процент пурнăçлать.

Кайри Тукай, Çĕрпел, Хурăнсур Çармăс ялĕсенчи магазинсем вара çулталăкра 2 миллион тенкĕлĕх ытла тавар сутнă тата халăхран ялхуçалăх продукчĕсем сутăн илнĕ. Суту-илÿ мĕнлерех пулса пыни çинчен магазин заведующийĕсем Венера Васильева, Елена Кузьмина, Нина Николаева каласа пачĕç. Пухура пайщиксем Вăрнар райпоне ял çыннисене туянма тĕрлĕ таварсем кÿрсе килсе тивĕçтернĕшĕн тата вĕсене район центрĕнчи хаксемпех сутнăшăн тав турĕç. Ĕçри çитĕнÿсемпе çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕç. Ялти магазинсенче халлĕхе выльăх-чĕрлĕх тирĕсем, кивĕ хут, эмел курăкĕсем сахалтарах пуçтараççĕ-ха. Кайри Тукай, Çĕрпел магазинĕсенче телевон вырнаçтарнă пулсан, Хурăнсур Çармăс ялĕнче вăл çук. Çывăх вăхăтрах хурăнсурсене мобильнăй телефон туянса пама шантарчĕ докладчик. Пайщиксем райпона Çĕрпелте икĕ хутлă суту-илÿ центрĕн çуртне хăпартса лартнăшăн пысăк тав сăмахĕ каларĕç. Çак кермене тума кăна райпо 2 миллион тенкĕ ытла пĕтернĕ. Суту-илÿ центрне 2005 çулта хута яраççĕ.

Пайщиксем хăйсен ялĕсенчи магазинсен ĕçĕсене лайăх хак пачĕç. Пухусенче райпо правленийĕн членĕ Çĕрпел ял администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Горбунов сăмах тухса каларĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
20 декабря 2004
00:00
Поделиться
;