Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Спектакльпе савăнтарчĕç

Малтикас Ялтăрари культура çурчĕн ĕçченĕсем пуçарнипе ноябрь уйăхĕнче кунта драма кружокĕ йĕркелерĕç. Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнине халалласа иртекен районти смотр конкурса А.Зайцевăн “Çунатлисем ÿкмеççĕ” спектакльпе хутшăнчĕç. Смотр-конкурс Чăрăшкас Хирлепри культура çуртĕнче иртрĕ. Унта районти культура пайĕн представителĕсем те хутшăнчĕç. Пирĕн спектакле те хакларĕç, çитменлĕхсене кăтартса пачĕç. Пуçăннă ĕçе малалла тăсма хавхалантарчĕç.

Малтикас ялтăрасем çак спектакльпе Уйкас Ялтăра, Мачамăш, Аçăмçырми, Хăмăш ялĕсенче пулчĕç. Куракансем вĕсене пур çĕрте те хапăл туса кĕтсе илчĕç, тав турĕç, ырă сунса ăсатрĕç. Спектакль килĕшнине пĕлтерчĕç. Куракансене татах çĕнĕ спектакльсемпе савăнтарма ăнăçу сунчĕç


"Çĕнтерÿ çуле"
20 декабря 2004
00:00
Поделиться
;