Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Техникум студенчĕсем - çĕнтерÿçĕсем

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче физкультурăпа спорта аталатарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кунта вĕренекенсем районти, республикăри вĕрентÿсене хутшăнса пĕрре мар малти вырăнсене йышăнма пултарнă.

Акă, иртнĕ шăмат кун та, техникум студенчĕсем черетлĕ ăмăртуран пысăк çитĕнÿпе таврăннă. Çак кун Шупашкар хулинче çамрăксен командисем хушшинче волейболла выляса республикăра мала тухассишĕн турнир иртнĕ. Пĕтĕмпе унта арçынсен тăхăр команди тупăшнă.

Хăйсен ушкăнĕнче Вăрнар район команди Елчĕк, Шупашкар районĕсенчи тата тĕп хулари гимнази командисемпе тĕл плнă, пурне те 2:0 шутпа парăнтарса финала тухнă.

Финалта вăрнарсем Шупашкарти 59-мĕш шкулăн пĕрлештернĕ командипе вылянă. Питĕ çивĕч кĕрешÿре шупашкарсенчен 2:0 шутпа выляса илсе турнир çĕнтерÿçисем пулса тăнă. Район чысне ăмăртура техникум студенчĕсемпе пĕрле Калининăри вăтам шкулта вĕренекен Алексей Волков та хÿтĕленĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
20 декабря 2004
00:00
Поделиться
;