Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ялта парк пулать

Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Васильевич Федоров 2005 çула парксемпе садсен çулталăкĕ туса хума йышăннине кÿлхĕррисем ырлаççĕ. Тирпейлĕ, илемлĕ ялта пурăнма та лайăхрах. Указа пурнăçласа ял варринче культурăпа кану паркĕ туса хума йышăннă. Çак тĕллевпе авăн уйăхĕнче пулас парк вырăнĕнче 50 чăрăш, 150 пилеш тата 500 спирейăпа шăлан тĕмĕсем лартнă. Ялти шкулта вĕренекенсем вара кăçал 8 пин чăрăшпа хыр калчи лартса хăварнă.

Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 60 çул çитнине чаплăн паллă тума палăртаççĕ ял администрацийĕнче. Кашни çулах кунта Çĕнтерÿ уявĕ умĕн вăрçă хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă ентешсене чысласа лартнă палăка юсаса тирпей-илем кĕртеççĕ. Килес çул çакăн валли вырăнти бюдетран 1500 тенкĕ уйăрса пама шутлаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
20 декабря 2004
00:00
Поделиться
;