Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чĕлĕм туртни ĕмĕре кĕскетет

Çитĕнекен ăрăва чĕлĕм туртассинчен асăрхаттарасси - вĕрентÿпе культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсемшĕн кулленхи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Халĕ Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн халăхăн сывлăхне сиенлĕ витĕм кÿнине чакарассипе, никотинран пăхăнса тăнин шайне пĕчĕклетессипе, сывă пурнăç йĕркине анлăрах явтарассипе чĕнсе каланă «Табак туртнин сиенĕ пирки асăрхаттарасси çинчен» указĕ вĕсен ĕçне татах та вăйлатма хистет.

Санарпуçĕнчи ял библиотекарĕсен ырă пуçарăвĕпе, акă, вырăнти шкулта нумаях пулмасть тематикăллă тĕл пулу иртнĕ. Унăн тĕп хăнисем - 6-9 классенче вĕренекенсем. Çак çулсенчи ачасем сиенлĕ йăласене уйрăмах хăвăрт хăнăхма пултараççĕ. Çамрăк организм вара усал «çимĕçсем» тĕлĕшпе питĕ сисĕмлĕ, ача хăй сисмесĕрех  çак тĕпсĕр авăра çакланма пултарать.

Чĕлĕм туртни сывлăха хавшатни, çын ĕмĕрне кĕскетни, тĕрлĕ чирсене пуçарма пуçлани çинчен Санарпуçĕнчи медицина пункчĕн фельдшерĕ Раиса Капралова питĕ ĕнентермелле каласа панă. Библиотека заведующийĕ Маргарита Горшкова ЧР Президенчĕн табак туртассинчен асăрхаттарасси çинчен калакан указĕпе тĕплĕн паллаштарнă.

Тĕл пулăва çавăн пекех Аслă Отечественнăй вăрçă участникне Хрисан Григорьевич Григорьева та чĕннĕ. Ветеран хăй чĕлĕм туртни, анчах та вăй çитерсе çак усал йăларан хăтăлма пултарни çинчен каланă, çамрăксене те пирус-чĕлĕм çăвара пачах та хыпма юраманнине вĕрентсе каланă.


"Çĕнтерÿ çуле"
21 декабря 2004
00:00
Поделиться
;