Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Илĕртÿллĕ тĕллев

Лаша пуласси тихаран паллă, теççĕ. Квасовсен ашшĕпе амăшĕ, мĕн канăва тухичченех колхозра ĕçлесе пурăнаканскерсем, ывăлне хăйсен çулĕпе, тĕрĕсрех каласан, тăван ялта çĕр ĕçне кÿлĕнтересшĕн пулнă.

- Çук, эпĕ электрик пулатăп,- тенĕ ывăлĕ, ашшĕпе амăшĕн сĕнĕвне хирĕçлесе. - Тăван тавралăха электричество çутипе ялкăштарса тăма, пĕтĕм техникăна унăн вăйĕпе ĕçлеттерме çуралнă эпĕ. Чикеленсе кайсан та çав илĕртÿллĕ тĕллев патне çитетĕпех,- çирĕп тăнă хăй ĕмĕчĕ умĕнче.

Геннадий Квасов Мăн Явăшри шкула пĕтерсе тухсан, тÿрех Шупашкарти электротехника техникумне вĕренме кĕнĕ. Пултаруллă, тавçăруллă çамрăк, юратнă специальноçне хăвăртрах алла илес тесе, пур предметсене те тăрăшса вĕреннĕ, юлашки курсра дипломлă ĕçе “5” паллăпа хÿтĕленĕ. Хĕрлĕ диплом илме тивĕç пулнă. Геннадий Квасова 1982 çулта салтака илнĕ. Вăл, ăста специалист пулнă май, çар службине тĕнче уçлăхне космос карапĕсене вĕçтерсе янă çĕрте ирттернĕ.

Хĕсметрен таврăннă хыççăн Геннадий Иванович Шупашкарти агрегат заводĕнче электрик пулса ĕçленĕ. Каярахпа вăл хăй çуралнă тăрăха ĕçлеме куçасшăн пулнă. Ун чухнехи специалиста курса калаçни паян кунчченех асăмран тухаймасть. Унăн ăшă кулли, уçă кăмăлĕ, васкамасăр, лăпкăн калаçни, хăйне йĕркеллĕ, йăваш тытни мана питĕ килĕшрĕ. Вăл, заводри чи лайăх электриксенчен пĕри пулнăскер, кантура ĕç кĕнеки илме пынăччĕ.

- Тăрăшса, чун тасалăхĕпе ĕçлерĕн-ĕçлерĕн те, халĕ пирĕн йышран уйрăлса аякка каяс тетĕн-и; Ăçтан тупăпăр-ха сан пек йăрă, тавçăруллă, ертсе пырас енĕпе пултаруллă çынна; Тен, хăвăн вырăнтах юлăн;- ăна ĕçрен ярас мар тĕллевпе ÿкĕте кĕртесшĕн пулнăччĕ электроцех ертÿçисем.

Г.Квасов, çĕнĕ сывлăш варкăшĕнчи пурнăçа сÿннĕ шухăш-кăмăлпа мар, пысăк сисĕм-туйăмпа сăнлама юратаканскер, электроцех  ертÿçисен ÿкĕтлевĕнчен пачах тĕлĕнмен.

- Эпĕ чăннипех хамăн профессине юрататăп, чун туртнă ĕçрен пăрахмастăп, çуралнă кĕтесе таврăнас тетĕп,- тенĕ Геннадий Квасов.

- Юрĕ, мĕн тăвăн, хăнăхнă, итлевлĕ çынран уйрăлма хĕнтерех те. Ĕçÿ кунти пекех усăллă та ăнăçуллă пултăр. Пире манса ан кай,- çĕнĕ ĕçре пехил панă цех ертÿçисем.

- Ĕç çынна тăрантарать, чунна канăçтарать, ăсна та мăкланма памасть. Ĕçре кăна чун та, ăс та, пĕр-пĕринпе пĕрлешсе, килĕштерсе тăраççĕ,- тет Геннадий Иванович.

Халĕ çĕнĕ йышра, çĕнĕ ĕçре хăйне мĕнле тыткалать-ши; Эпĕ çак ыйтупа Вăрнар тăрăхĕнчи электролинисене сăнаса-тĕрĕслесе тăракан тĕп станцине пынăччĕ.

- Геннадий Иванович Квасов пирĕн патри чи лайăх электриксенчен пĕри. Вăл электричество линийĕсене юсавлă тытнă çĕрте пысăк тăрăшулăх кăтартать,- терĕ унăн ертÿçи.

Г.Квасов, тăван ялне пурăнма куçсан, Чăрăшкас Мăратри чи хитре те ĕçчен хĕре Альбина Анатольевнăна качча илнĕ. Унăн та пурнăç шăпи кăсăклă, нумай енлĕ. Эппин, кăштах паллашар-ха унпа.

Шкулта вĕреннĕ чухне хăва хулли пек çинçе кĕлеткеллĕ, йăрă та çаврăнăçуллă Альбинăн çепĕç чунĕнче çунатлă ĕмĕтсем тĕрлĕрен çуралнă: хăй килĕштернĕ учительница урокĕнче ăс илнĕ вăхăтра çитĕнсе çитсен çамрăк ăрăва вĕрентекен пуласси килнĕ, радиопа е телевизорпа паллă юрăçсене киленсе итленĕ чухне артистка профессине алла илес шухăш та çунатлантарнă ăна. Анчах пурнăç шăпи сенкер куçлă, шуранкарах сăнлă сарă хĕре урăх сукмакпа уттарнă. Вăл Владимир облаçĕнчи пир-авăр комбинатĕнче пир тĕртнĕ, Чăваш Енре тыр-пул çитĕнтернĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ. Ăçта кăна çитмен, мĕнле ĕçе кÿлĕнмен пуль - яланах малтисен ретĕнче утма тăрăшнă. Халĕ, ав, Мăн Явăш ялĕнче хаçат-журнал валеçсе çÿреме тытăннă, тĕрĕсрех каласан, кашни киле телей, савăнăç кÿме пуçланă. Вăл, çак ĕçе анчахрах тытăннă пулин те, кашни çынна пичет изданийĕпе паллаштарасшăн.

- Çынна ырă туни маншăн темрен те хаклă,- çапла хыпарларĕ Альбина Анатольевна. Ăна килĕренех хаклă хăна пек ырă сунса, хирĕç тухса, ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Сăлтавĕ те пур: пĕрне, сăмахран, тахçантанпах кĕтнĕ çырупа, теприне хăнана пыма йыхравланă телеграммăпа, виççĕмĕшне пенси укçине вăхăтра пырса панипе савăнтарать.

Ялта ырă ят илме тивĕç пулнă Квасовсем икĕ ывăл пăхса çитĕнтереççĕ. Мĕн акатăн - çавă шăтать тенешкел, ашшĕпе амăшĕ ачисене пурнăç çулĕ çине кăларнă май, пĕчĕклех ĕçе юратма, таса чун-чĕреллĕ пулма вĕрентеççĕ. Иккĕшĕ те вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ. Вĕсем спортпа та туслă. Уйрăмах ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе ирттерекен ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнни савăнтарать. Кăçал, сăмахран, аслă ывăлĕ, Ваня, Канаш хулинче ирттернĕ ăмăртура республика чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ.

Альбинăпа Геннадий Квасовсен лайăх енĕсене нумай илсе кăтартма пулать. Анчахрах вĕсем çĕнĕ пÿрте пурăнма куçнă. Пысăк та хăтлă вăл, ăна çутçанталăк газĕпе ăшăтмалла тунă.

Телейлĕ те туслă мăшăра çĕнĕ çула çĕнĕ пÿртре, тулăх кĕрекере кĕтсе илме ырлăх-сывлăх сунас килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 декабря 2004
00:00
Поделиться
;