Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Мăн Явăш шкулĕнче

Раштавăн 16-мĕшĕнче Мăн Явăшри вăтам шкулта Сывлăх кунĕ иртрĕ. Чи малтанах физкультура учителĕ А.А.Степанов 6-мĕш класра уçă урок ирттерчĕ. Ачасем гимнастика снарячĕсем çинче тĕрлĕ енлĕн тупăшрĕç. Ун хыççăн 2-4 классенче вĕренекенсем “Хаваслă стартсем” конкурса хутшăнчĕç. Мечĕке карçинккана ывăтмалла-и, хăвăртрах чупса килмелле-и, скакалкăпа сикмелле-и - 4-мĕш класс ачисене çитекен пулмарĕ. “Сывă юлатпăр-и;” конкурс ăмăртура пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Вăййа тĕплĕн хатĕрленĕ ОБЖ учителĕ Л.И.Иванов. Унта 9, 10, 11 класс ачисем хутшăнчĕç. Кашни тапхăрта уйрăм çĕнтерÿçĕсем пулчĕç пулин те 11-мĕш класра вĕренекенсен туслă команди “Чи пултаруллисем” ята çĕнсе илчĕç.

Раштавăн 14-18-мĕшĕсенче шкулта вырăс чĕлхипе литература эрни иртрĕ. Программа çав тери пуян пулчĕ: “Хĕрлĕ шĕлепке” юмах, “Шĕлепкесен тытăçăвĕ”, “Вырăс чейĕ” литература монтажĕ, С.Есенина халалланă уçă урок, театр викторини, 7, 8, 9 классем хушшинче хаваслисемпе тавçăруллисен каçĕ.

Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Н.П.Федорова, И.И.Гурьева, З.П.Казакова, А.В.Павлова кашни мероприятие тĕплĕн хатĕрленсе ирттерчĕç. Вĕренекенсене уйрăмах “Шĕлепкесен тытăçăвĕ” кăмăла кайрĕ. Чи активлисем парне илме тивĕçлĕ пулчĕç. Эрне ĕçĕсене пĕтĕмлетсе шкул директорĕ С.П.Ильин пурне те саламларĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
21 декабря 2004
00:00
Поделиться
;