Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Иртнĕ çул районĕпе 154 пуç ăратлă выльăх туяннă, сутнă - 108 пуç

«2010 çулчченхи тапхăрта Вăрнар район агропромышленность комплексне аталантарасси» программăра выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине тĕп вырăна кăларса тăратнă. Умри тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе Карл Маркс ячĕллĕ, «Агроинвест» хуçалăхсенче, «Родник», «Кольцовка» агрофирмăсенче кăçал «Росагролизинг» урлă çĕре яхăн çамрăк выльăх туянма палăртнă.

Программăра çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстерме ĕнесемпе тына пăрусене ăратлă вăкăрсемпе чуптарасси тата Канадăри «Симекс» фирмăн технологийĕпе усă курса пĕтĕлентересси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Хальлĕхе Карл Маркс ячĕллĕ, «Хорнзор», «Победа», «Знамя», «Броневик» ял хуçалăх производство предприятийĕсенче ку меслетпе ĕçлессипе килĕшÿсем тунă.

Иртнĕ çул районĕпе 154 пуç ăратлă выльăх туяннă, сутнă - 108 пуç.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 января 2005
00:00
Поделиться
;