Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ çул парни

Çĕнĕ çул çывхарса килнĕ май магазин сентрисем Хĕл Мучи-теттесемпе тулса ларчĕç. Пĕчĕк Димкăна вара вĕсем ытлашшиех илĕртмерĕç: “Эх, чăн-чăн Хĕл Мучине тĕл пуласчĕ”,- терĕ вăл ĕмĕтленсе. “Эсĕ унран мĕн ыйтнă пулăттăн;” Хуравне нумай кĕттермерĕ ача, хăйĕн пысăк ĕмĕтне амăшне уçса пачĕ. Лешĕ вара ассăн кăна сывларĕ, ывăлĕ ыйтнине пурнăçлама вăй çитереймессе вăл питĕ аван пĕлчĕ. Чăннипе вара Димкăна пы-ысăк “Лего” конструктор интереслентерчĕ. Çĕнĕ çул уявĕнчен тĕлĕнтермĕш кĕтекенскерĕн, капăрлатнă чăрăш айĕнче, паллах, тетте магазинĕнчи зал варринчи кубиксенчен йĕркеленĕ асамлă “тĕнчене” курас килчĕ.

“Ашшĕ юнашар пулнă пулсанах...” - пăшăрханса мĕн чухлĕ шутламан пулĕ хĕрарăм. Вăл çумра çуккишĕн пĕр хăйне кăна айăпларĕ. Лешĕ вара çут тĕнчере хăйĕн ача çитĕннине те пĕлмерĕ. Темиçе çул каялла юратнă каччипе уйрăлса кайнă хыççăн кăна чĕри айĕнче пепке тĕвĕленнине пĕлчĕ Лариса, анчах вăл вăхăтра Сергей çине хытах çилленĕрен ăна каялла тавăрма шутламарĕ. “Пĕр ачана кирек мĕнле пулсан та çитĕнтеретĕпех”,- терĕ вăл.

Вăхăт шав малаллах шурĕ. Илĕртÿллĕ çамрăк хĕрарăма куç хывакансем те тупăнчĕç. Анчах вăл никама та яхăнне ямарĕ. Чĕри пĕр çыншăн кăна тапрĕ, унăн сăнарĕ вара ывăлĕн сăнĕнче курăнчĕ. Час-часах аса илчĕ ăна вăл - малтанхи пекех унăн çепĕç сассине илтес, çирĕп ытамне лекес килчĕ...

Уяв умĕнхи кунсенче Ларисăпа ывăлĕ хулари паркра уçăлса çÿрерĕç. Шурă çăмламас тусĕ - Тим та вĕсенчен юлмарĕ. Тем самантран вăл çерçисене хăваласа тĕмсем хыçĕнче çухалчĕ, Димка та йытăран юлмарĕ. Çăтă туратсене сирсе ывăлĕ хыççăн тухма çăмăл пулмарĕ Ларисăна, тен, çавăнпах ачан хумханăвне тÿрех асăрхаймарĕ. “Атя, Хĕл Мучи чăннипе ăçта пурăннине кăтартăп сана”,- терĕ вăл амăшĕ çывхарнă-çывхарманах. Темиçе утăмранах вĕсем йывăçсем варринче пĕчĕк пÿрте асăрхарĕç. “Хĕл Мучийĕ ăçта вара;” - йăл кулса ыйтрĕ ывăлĕнчен. “Часах тухать”. Лариса чĕркуçленсе ларчĕ те ачи пекех пÿрт алăкĕ уçăласса кĕтнĕ. Чăнах та, кăшт вăхăтран унтан чăн-чăн Хĕл Мучи тухса тăчĕ. Хĕрлĕ кĕрĕкпе, вăрăм шур сухаллă, пит çăмартисем хĕп-хĕрлĕ.

Хĕл Мучи сарайĕнчен моторлă çуна туртса кăларчĕ. “Анне, пăх-ха, хальхи Хĕл Мучисем лашапа ярăнмаççĕ”,- тĕлĕннипе хыттăнах калаçрĕ ывăлĕ. “Кам пытанать-ха унта; - ача сассине илтсе чĕнчĕ кил хуçи. Ларисăпа Димка тĕмсем хыçĕнчен тухрĕç. Тим савăнăçлăн вĕре-вĕре палламан çын еннелле ыткăнчĕ. “Кам сыхлать-ха мана кунта;” - тарăхнă пек сассине хулăнлатса ыйтрĕ Хĕл Мучи. “Эпĕ. Анне айăплă мар,- хăюллăн хуравларĕ ача. - Эсир чăн-чăнниех-и;” “Мĕнле-ха тата. Ĕненмесен тытса пăх”. Тĕлĕнсе те савăнса Димка мучин сухалне, кĕрĕкне сĕртĕнчĕ. “Пирĕн пата Çĕнĕ çул кĕтме пырăр”,- пач кĕтмен çĕртен каласа хучĕ вăл. Хĕл Мучи вара темччен пĕрре Лариса çине, унтан ача çине пăхса тăчĕ. Вăхăт иртсен кăна, хăйĕн рольне аса илнĕ евĕр: “Паллах пырап. Эсĕ ăçта пурăнатăн-ха;”- тесе ыйтрĕ. Лариса ывăлĕн кăмăлне хуçас мар тесе адрес каласа хăварчĕ.

Стена çинчи сехет вунпĕр шаккарĕ, Хĕл Мучи вара çаплипех çук. Димка чăтăмсăррăн кĕтрĕ ăна. Ывăлĕн кăмăлне хуçасран, Лариса сĕтел çине виçĕ çын валли апат-çимĕç лартрĕ. Шăнкăрав янăраса кайсанах арçын ача савăнăçлăн алăк патне ыткăнчĕ. Хĕл Мучи алăк уратинчен каçсанах хулăм сассипе Çĕнĕ çул уявĕпе саламлама тытăнчĕ, хăйĕн миххинчен пысăк çăмламас упа çури туртса кăларчĕ. Лариса валли те парне тупăнчĕ унăн - вăл юратакан духи! Хĕрарăм хăна çине тинкерсе пăхрĕ - хăй мĕнлерех шăршă кăмăлланине çĕр çинчи пĕр çын кăна пĕлет-çке. Димкăн куçĕсем вара шывланчĕç, вăл стена çинче çакăнса тăракан кубиксен асамлă “тĕнчине” сăнланă плакат çине пăхса ассăн сывланине Хĕл Мучи те сисрĕ.

Ытти ĕçсем пуррине пĕлтерсе вăл хăвăрт тухса кайрĕ. Васканипе алсишĕсене илме аса та илмерĕ. Каялла таврăннă чух, Димка çывăрса та кайнăччĕ ĕнтĕ. Ку хутĕнче вара елка айĕнче вăл пысăк илемлĕ коробка - “Лего” конструктор - “манса” хăварчĕ.

Тепĕр кунне Лариса ывăлĕнчен вăрттăн парка çул тытрĕ, ыр кăмăллă Хĕл Мучие тав тăвасшăнччĕ, хаклă парнен укçине, тÿрех мар пулин те, саплаштарма килĕшнине пĕлтересшĕнччĕ. Анчах çуна туртса пыракан Хĕл Мучи пачах урăх çын иккен. Хĕрарăм хăй кама тата мĕншĕн шыранине ăнлантарчĕ. Çав каç “чăн-чăн” Хĕл Мучи чирленĕ, контракт пăсăласран вара ăна юлташĕ - нимĕнле актер та мар, журналист, Сергей - пулăшнă имĕш. Лариса пусăрăнчăк кăмăлпа килнелле утрĕ.

Çурт умĕнчи сак çинче вăл ывăлĕ палламан арçынпа калаçнине асăрхарĕ. Чĕри хыттăн тапма пуçларĕ унăн. “Ют çынсемпе калаçма хушманччĕ-çке ăна!” Лешĕ çаврăнсан вара вырăнтах хытса тăчĕ. Сергей! Ывăлĕ çитĕнсен мĕнлерех сăнлă пулассине тÿрех ăнланчĕ вăл - Димка каснă-лартнă ашшĕ. Малтанах Ларисăн тарса пытанас, унтан ултă çул хушшинче чунĕнче капланса килнине пĕтĕмпех калас килчĕ. Çак самантра Сергей Ларисăна çепĕççĕн ыталарĕ. “Каçар, эпĕ пĕлмен. Мĕншĕн ун чухнех каламарăн; - терĕ вăл. - Темĕнле йывăр пулсан та, атя иртнине манса каяр. Çак çулсенче эпĕ саншăн... сирĕншĕн питĕ тунсăхларăм...”



"Çĕнтерÿ çуле"
12 января 2005
00:00
Поделиться
;