Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕр ыйтăвĕ çĕр тĕрлĕ

Хресчене ырлăх-пурлăх параканĕ вăл - çĕр. Юлашки çулсенче МТС “Яуши” ял хуçалăх производство кооперативĕн çĕрĕсем тăпрари пулăх енĕпе хавшама пуçларĕç. Сăлтавĕсене аякра шырама кирлĕ мар. Хаксем виçесĕр ÿснипе çĕр ĕçченĕсем уй-хире минераллă удобренисемпе кирлĕ чухлĕ апатлантараймаççĕ, çумкурăксемпе хурт-кăпшанкăсене пĕтермелли имçамсене çителĕклĕ туянаймаççĕ. Çак сăлтавсене пулах тухăç та чакса пырать. Кăçал, сăмахран, явăшсем кашни гектартан вунă центнер ытларах кăна тырă пухса кĕртрĕç.

Çунтармалли-сĕрмелли япаласем çитменнипе тата техника тивĕçменнипе хуçалăхра кăçал çĕршер гектар çĕр сухаланмасăр, акăнмасăр юлчĕ. Çав лаптăксем çинче çумкурăк кăна кашласа ÿсрĕ.

Явăш тăрăхĕнчи çĕрсем юхăнса пыраççĕ, хуçалăх тĕрекĕ çулсерен хавшать. Пысăк парăмсене кĕрсе ÿкнĕ вăл. Ĕлĕкрех явăшсем çĕрĕç культурине, тăпра пулăхне хавшама паман, ăна минераллă тата органикăллă удобренисемпе апатлантарсах тăнă, уй-хир ĕçĕсене агротехника хушнă пек çÿллĕ шайра, вăхăтра туса пынă. Çĕр ĕçченĕсем ялхуçалăх культурисене туса илес енĕпе районта кăна мар, республикăра та малтисен ретĕнче утнă. Çак ырă йăлана явăшсем мĕншĕн манăçа хăварчĕç;

Çĕр хăйне юратнине, хисепленине тÿрех туять, ăнланать, хăйшĕн тăрăшакана яланах ырăпа тав тăвать, пысăк тухăç парать. Çакна пĕр тĕслĕхпе çирĕплетсе пани те вырăнлă. Явăшсемпе юнашар вырнаçнă Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх кăçал кашни гектартан 25,1 центнер тĕштырă пухса кĕртрĕ. Явăшсенчен икĕ хут нумайрах! Çыннисем те аякран килмен, çĕрĕ те çавах. Çавалкассен ÿсĕмĕн сăлтавĕ - хуçалăха ăслăн ертсе пынинче, çĕре юратнинче, унтан тупăш ытларах илессишĕн тăрăшнинче.

Çĕр-аннемĕр йыхравĕ хуçалăх ертÿçисене ăна юратма, пăхма хистет, уй-хиртен ытларах тупăш илме, ăна шыв-шур ишсе ан çĕмĕртĕр, этем наркăмăшлă имçампа ан варалатăр тесе сыхă тăма, çĕр сиплевçи пулма хушать. Пуçлăхсен нихçан та манас марччĕ: çĕр çинче чăн-чăн хуçа пуласси, унăн пуянлăхне алла илесси халăхăн аслă тивлечĕ кăна мар, ĕмĕртен-ĕмĕре пыракан çыхăну та, çитес ăрусем умĕнчи парăм та.

Лайăх астăватăп-ха, темиçе çул каялла ял администрацийĕ кашни çемьене пĕрер гектар çĕр уйăрса пачĕ. Кĕске вăхăтрах çав лаптăк 495 гектара çитрĕ. Анчах çĕр валеçсе тухнипех ĕç вĕçленмест-ха. Хресчен унпа пĕлсе усă курать-и; Мĕнлерех пулĕ-ши çĕрĕн малашнехи шăпи; Хресчене хумхантаракан ыйтусем çине хурав тупас тесе Мăн Явăш ял администрацийĕн пуçлăхĕпе Станислав Геннадьевич Гурьевпа тĕл пулса калаçрăм.

- Станислав Геннадьевич, тархасшăн, каласамăр, ял çыннисем çĕрпе мĕнле усă кураççĕ; Унăн тупăшне кирлĕ пек алла илеççĕ-и;

- Шыв тарăнăшне пĕлмесĕр шалалла ан кĕр, тенĕ ваттисем. Юлашки вăхăтра çĕр пирки нумай калаçма пуçларăмăр. Ман шутпа, çĕре сутма е илме халĕ иртерех пуль тетĕп, мĕншĕн тесен ун пек тума хатĕрленсе çитмен эпир. Çынсем пĕрлешÿллĕ йышпа ĕçлеме хăнăхнă: мĕн пур техникăна, пурлăха пĕрле тытаççĕ, туса илнĕ уй-хир пуянлăхне пĕрле пайлаççĕ. Шутлăр-ха хăвăрах: енчен те эпир çĕре паян валеçсе, сутса, салатса пĕтерсен, уйрăм хресчен унпа ыран мĕн тăвĕ;

- Унăн ĕç хатĕрĕ те, туртăм вăйĕ те, вăрлăхĕ те, удобренийĕ те çук, туянма вăйĕ те çитмест.

- Тĕрĕс. Çĕре арендăна парассине хирĕçлеместĕп. Ку юхăм пирĕн патра та тымар яма тытăнчĕ. Тĕслĕхрен, Ю.Спиридонов Çăкаллă Явăш çывăхĕнче 164 гектар çĕр илчĕ. Ĕçлетĕр, тупăшне куртăр, налукне тÿлетĕр.

- Фермер юхăмĕ пирки мĕн калама пултаратăр;

- Пирĕн ĕлĕкренпех вăрăм пушă евĕр тăсăлса пыракан япăх йăла пур: кам та пулин çĕнĕ пуçару тусан, урра! тесе кăшкăратпăр. Хамăр патра çав пуçарăвăн усси пур-и е çук - шутламастпăр. Малтанах фермерсем районта йышлăччĕ. Анчах тĕрлĕрен йывăрлăхсем вĕсене тăм тивнĕ евĕр пĕтерчĕç, пултараймарĕç вĕсем харпăр хăй тĕллĕн ĕçлесе укçа тума. Явăш тăрăхĕнче фермер хуçалăхĕсем йĕркеленеймерĕç. Паллах, фермер хуçалăхĕсене пĕччен туртма çăмăл мар. Туса илнĕ продукцие çийĕнчех сутаймасть, таварĕ хăвăрт тăсăлма пултарать, тупăшсăр тăрса юлать.

- Пур çĕнĕлĕхе те ăспа, пуçпа шутласа ĕçе кĕртмелле, васкамалла мар. Çапла каласшăн пулĕ-ха эсир, Станислав Геннадьевич;

- Вырăнлă сăмахсем. Халлĕхе çĕр çинчен васкаса калаçар мар-ха. Çиччĕ виç те пĕрре кас, теççĕ, вăл ыйтăва пĕтĕм халăхпа тĕплĕн шухăшласа пурнăçа кĕртесчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2005
00:00
Поделиться
;