Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чун-чĕре хушнипе

Калининăри участок больницинче 20 çул çынсене чир-чĕртен сиплекен Борис Адрианович Петров невролог йĕпсемпе усă курса сыватакан тата новокаинпа «блокада» тăвакан районта пĕртен-пĕр врач.

Б.Петров хамăр районти Туçи Çармăс ялĕнче Адриан Петровичпа Перасковья Марковна Петровсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ те тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван колхозра тимленĕ. Петровсем пилĕк ача çитĕнтернĕ.

 - Шкулта вĕреннĕ çулсенче эпĕ врач пулма шутламан-ĕмĕтленмен те, - тет халĕ Борис Адрианович. - Ялти сакăр çул вĕренмелли шкул хыççăн Кĕçĕн Кипекре 10 класс пĕтертĕм. Аттепе анне канашланипех пулĕ Чăваш патшалăх университетне кĕтĕм. 1984 çулта унтан ăнăçлă вĕренсе тухса врач дипломне алла илтĕм. Унтан интернатурăра пĕр çул ăс пухрăм, - лăпкăн калаçать врач. Унăн ăслă куçĕсем çын çине тишкерÿллĕн пăхаççĕ. Сăмах май каласан, Б.Петров университетра малтан Чăваш Республикин сывлăх министрĕнче тимленĕ О.Шараповапа тата хальхи министрпа Н.Суслоновапа пĕр курсра вĕреннĕ.

- Мана ĕçлеме направленипе хамăр районти Калининăри участок больницине ячĕç. Малтанах терапевтра тăрăшрăм. Чирлисем яланах нумайччĕ, халĕ те çаплах. Квалификацие ÿстерес шутпа тепĕр çулне Хусанти медицина университетĕнче малалла вĕрентĕм - невролога, йĕпсемпе усă курса сыватма тата новокаинпа «блокада» туса чир-чĕртен  сиплеме хăнăхрăм. Çирĕм çул ĕнтĕ пĕр вырăнта тимлетĕп. Çак хушăра миçе çынна сыватса ура çине тăратман-ши, шутламан. Паллах, нумай. Пирĕн больницăна районти мĕнпур ялсенчен тенĕ пекех чирлисем килеççĕ. Пулăшу ыйтакансене эпир сиплеме яланах хатĕр, - кăмăллăн, майĕпен сăмахлать вăл. Унăн сăмахĕсем тĕп-тĕрĕс пулнине вара эпĕ хам куçпа курса ĕнентĕм.

Нумаях пулмасть Шĕнер Ишекре пурăнакан 72 çулти хуняма аннен юн пусăмĕ виçерен ытлашши ÿссе кайса шалкăм çапма пуçланă пирки Калининăри участок больницинче сипленме лекрĕ. Вилĕмпе пурнăç хушшинче пулнă хĕрарăма виçĕ эрнерех ура çине тăратма пултарчĕç кунта. Уншăн неврологи уйрăмĕнче ĕçлекенсене чĕререн тав.

Пĕр палатăра тăватă хĕрарăм выртаççĕ, пурте пуç ыратнипе е шалкăм çапас хăрушлăх тухса тăнăран килнĕ. Пĕрле кун кунлакансем, паллах, калаçмасăр, паллашмасăр май килмест.

- Эпĕ Санарпуçĕнчен-ха, - тет пĕррехинче Г.Иванова. - Темиçе хутчен те выртнă кунта. Вăрнара çывăхрах пулин те, çакăнтах чун туртать. Б.Петров врач та, медицина сестрисемпе санитаркăсем те чирлисемпе питĕ кăмăллă. Нихăçан сас хăпартса калаçмаççĕ, - тет вăл. Мăнъял Хапăсран килнĕ А.Белкина, Калининăри З.Ефимовапа Г.Григорьева, ыттисем те çакнах çирĕплетеççĕ. Таврари ялсенче кăна мар, Вăрнар поселокĕнчен те чылайăн сипленеççĕ иккен Калининăра. Паллах, пĕлекен-паллакан врачпа чуна уçса калаçма та, шанма та пулать. Врач санпа чĕререн, кăмăллăн пуплени эмелрен те сиплĕрех иккенне пурте пĕлетпĕр-çке. Борис Адрианович вара шăпах çавăн пек врач.

Б.Петров ăста врач кăна мар, сунарçă та, иккен. Вăхăт сахал е хăшпĕр чухне пачах çук пулин те, канмалли кунсенче вăл сунара çÿреме кăмăллать. Хăшпĕр чухне вара киле пушăлла таврăнмасть, алла мĕн те пулин çакланатех.

Унăн мăшăрĕ, Валентина Анатольевна та поликлиникăра ĕçлет, кăмăллă хĕрарăм. Туслă çемьере ывăл çитĕннĕ. Калининăри вăтам шкул хыççăн Петр Чăваш патшалăх педагогика университечĕн истори факультетĕнче юриста вĕренет.

Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă врачăн, паллах, Турă пани те пур. Лайăх пĕлет, килĕштерет, чĕре хушнипе тăрăшать В.Петров çак ĕçре. Çавăнпах ĕнтĕ ăна паллаççĕ-пĕлеççĕ, сума сăваççĕ, шанаççĕ, ĕненеççĕ чирлисем. Борис Адриановича Çĕнĕ çулта çирĕп сывлăх, ырă кăмăл, вăй-хăват, телей сунаççĕ. Çапла пултăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2005
00:00
Поделиться
;