Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ

Туçи Çармăсри  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  вăтам шкулта  сывă пурнăç йĕркине тытса пырас,  физкультурăпа спорт занятийĕсене вĕренекенсене анлăрах явăçтарас тĕллевпе тĕрлĕрен мероприятисем  ирттереççĕ, кружоксем ĕçлеççĕ.

Çак кунсенче  кунта асăннă шкултан вĕренсе тухнă тĕнче класслă спорт мастерĕн  Наталья Петровна Прокопьева-Кузьминан кубокне çĕнсе илессишĕн  йĕлтĕрçĕсен  пĕрремĕш ăмăртăвĕ иртрĕ. Пурне те тĕслĕх  кăтартса,  хавхалантарса пыраканĕ спортăн  пысăк тусĕ, шкул директорĕ Борис Иванович Сергеев пулчĕ.

Командăсенчен  куçса çÿрекен кубока 9-мĕш класра вĕренекенсем  çĕнсе илчĕç. Уйрăмшарăн ăмăртса мала тухнăшăн ылтăн медальсене арçын ачасенчен Александр Александров (9 класс),  Николай Степанов (8 класс), Николай Иванов (4 класс),  хĕр ачасенчен Марина Зайцева (8 класс), Алина Зайцева (5 класс), Елена Павлова ( 3 класс) тивĕçрĕç.  2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене çĕнсе инĕ çамрăк спортсменсем  кĕмĕл тата пăхăр медальсене тивĕçрĕç.

Мĕнлерех савăнăçпа, телейпе çиçрĕç ачасен куçĕсем кăкăрĕсем çине   чăн-чăн медальсем (вĕсене Мускавра ятарласа тутарнă) çакса ярсан.

Юлашкинчен йĕлтĕрçĕсем асăнмалăх ентешпе пĕрле сăн ÿкерттерчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2005
00:00
Поделиться
;