Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕр вĕрентекен те аякра юлмарĕ

Пурнăç улшăнса пыни вĕрентÿпе воспитани ĕçне çĕнĕлле йĕркелеме хистет. Ачасене пурнăç çулне суйласа илме шкултах хăнăхтарма тивет. Çавна кура 9-мĕш класра профессисемпе паллаштаракан ятарлă уроксем пур, 10-11 классенче вара - хăйсем кăмăллакан предметсене тарăнрах вĕренме ытларах сехетсем уйăрса панă. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма ачасене пĕчĕкрен хăнăхтарма тăрăшатпăр. Ытти çулсенче районта кашни çулах иртекен наукăпа практика конференцийĕсене уйрăм ачасене хутшăнтарнă. Кăçал вара мĕнпур вĕренекене явăçтарма тĕллев тытрăмăр. Декабрĕн 21-мĕшĕнче 4 секципе конференци ларăвне ирттертĕмĕр: пуçламăш классен, гуманитари наукисен, биологипе физика тата истори секцийĕсем. Ачасем хăйсен ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленĕ. Рефератсемпе юнашар альбомсем, стендсем, пулчĕç. Пуçламăш классем хушшинче 2-мĕш класра вĕренекенсем 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Ачасем Г.Н.Иванова вĕрентекенпе пĕрле “Çăкăр” темăпа альбом тунă. Кашни страница çăкăр сĕтел çине ахаль килменнине, уншăн нумай тăрăшмаллине сăнлать.  Тырă акни, пăхса çитĕнтерни, пуçтарса кĕртни куç умне тухса тăрать.

Пĕрремĕш класра вĕренекен Ольăпа Маргарита хăйсем юратнă чĕрчунĕсем - кушакпа дельфин çинчен каласа кăтартрĕç. С.В.Фомина вĕрентекен вĕсене пуян материал пухма пулăшнă.

Чĕлхепе литературăна, илемлĕхе юратакансем гуманитари секцине пухăннă. Алена Федорова (8 кл.) “Русское чаепитие” темăпа тухса калаçрĕ. Чей историйĕ, вырăс халăхĕ ун пирки такмаксем хывни, поэтсемпе писательсен çак техĕмлĕ те сиплĕ шĕвеке халалланă сăмахĕсене каласа, такмакласа кăтартрĕ. Вĕренекенсене чейпе сăйларĕ. 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Чăваш тĕрри, унăн пурнăçри вырăнĕ çинчен Елена Бычкова (6 кл.) каласа пачĕ, хăйĕн тата амăшĕн тĕррисене кăтартрĕ. Наташа Семенова , 8-мĕш класра вĕренекен, хĕрарăм хăйĕн тумне шăрçасемпе еплерех илемлетнипе паллаштарчĕ. Вĕсене конференцине хутшăнма ĕç учителĕ Е.А.Петрова хатĕрленĕ.

Истори секцийĕнче 6-мĕш класра вĕренекен Алевтина Фомина чăваш халăхĕн пурнăçĕнче йывăç мĕнле вырăн йышăнни çинчен каласа кăтартрĕ. Ăна пулăшса пыраканĕ истори учителĕ С.П.Ильин пулчĕ.

Физикăпа биологи секцийĕнче 1-мĕш вырăна Андрей Иванов (9 кл) çĕнсе илчĕ. Вăл хăйĕн малаллахи пурнăçĕн бизнес-планĕпе паллаштарчĕ. Унăн наука ертÿçи А.А.Андреев. Иккĕмĕш вырăна Денис Бычков (8 кл) çĕнсе илчĕ. Вăл Чăваш çĕршывĕнчи, чĕрчунсемпе паллаштарчĕ. Ăна пулăшса пыраканĕ биологи учителĕ М.И.Петрова пулчĕ.

Çакă савăнтарать. Пĕр вĕрентекен те тытăннă ĕçрен аякра тăмарĕ. Н.П.Иванов тата унăн вĕренекенĕ Олеся Иванова (7 кл) чăваш халăх аваллăхĕ, ĕç хатĕрĕ, апат-çимĕçĕ çинчен пысăк ĕç хатĕрленĕ, Н.В.Самарова пулăшнипе Наташа Гурьева (11 кл) акăлчан чĕлхипе чăваш халăх йăли-йĕркине тишкерчĕ. А.В.Павлова пулăшнипе 5-мĕш класри Николай Никифоров А.Г.Николаев космонавт çинчен каласа пачĕ. 9-мĕш класри Анастасия Платонова А.А.Степанов ертсе пынипе вĕренекенĕн гигиенипе паллаштарчĕ. Н.Н.Алексеева, С.В.Федорова, Ф.Н.Александрова, Л.М.Лаврентьева, З.П.Казакова пулăшнипе хатĕрленĕ материалсем те кăмăла çĕклеççĕ.

Шкул дирекцийĕ ачасене хавхалантарма свидетельствăсем, грамотăсем хатĕрленĕ. Çĕнтерÿçĕсем шкул чысне январĕн 9-мĕшĕнче районта иртекен конференцире хÿтĕлеççĕ. Ăнăçу пултăр вĕсене.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2005
00:00
Поделиться
;