Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Район бюджетне йышăннă

Юнкун депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче район бюджетне йышăнчĕç.

Район пуçлăхĕ А.Кузьмин, депутатсем ларуччен Вăрнар райповĕн предприятийĕсене çитсе кручĕç, Санарпуçĕнчи, Çĕрпелти суту-илÿ тата халăха тĕрлĕ пулăшу паракан центрсен, çăкăр комбиначĕн, ялуçалăх продукчĕсем сутакан магазинăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

Чăвашпотребсоюз ертÿçи Валерий Павлов, Вăрнар райпо председателĕ Владимир Федоров ялсенчи лавккасене юсаса çĕнетни, тавар тулăх кÿрсе килни халăх кăмăлне улăштарма май панине, культура шайне ÿстернине  палăртрĕç. Çав вăхăтрах ĕлĕкрех йăла çурчĕсем пурнăçланă ĕçсене те тума тивнине асăнчĕç. Калăпăр, Çĕрпелте парикмахерски уçма палăртнă, ялсенче çăнăх, кĕрпе авăртакан пĕчĕк армансем уçнă, Вăрнарти çăкăр комбинатĕнче çĕвĕ цехĕнче тĕрлĕ тумтир , алса е ытти япаласем çĕлеççĕ.

- Çаксем вĕсем пурте халăхшăн, ялта пурăнаканăн условийĕсене кăштах та пулсан çăмăллатассишĕн пулса пыраççĕ,- терĕ Валерий Михайлович.

Унтан депутатсем ларун кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе яврĕç. Район экономикипе социаллă пурнăç 2004 çулта аталанса пынипе тата 2005 çулхи плансемпе администрацин экономика управленийĕн пуçлăхĕ И.Павлов, район бюджетĕнче килес çул валли уйăрма пăхнă укçа-тенкĕн калăпăшĕсемпе финанс пайĕн ертÿçи Л.Редькова паллаштарчĕç. Унччен вĕсене депутатсем яланхи комиссисенче пăхса тухса сÿтсе явнă. Çавна май бюджета хăвăртах йышăнчĕç.

Ларура депутатсем коммуналлă пулăшусен çĕнĕ тарифĕсене, çĕр лаптăкне арендăна илнĕшĕн тÿлемелли хака çирĕплетрĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2005
00:00
Поделиться
;