Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Республикăра çĕрмĕш, районта пиллĕкмĕш

2004 çулта лайăх ĕçсем сахал мар пулчĕç. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров палăртнă программăна пурнăçа кĕртсе пĕлтĕр кашни ялах çутçанталăк газĕ илсе çитерчĕç. Пирĕн районта кăна вуншар çемье çĕнĕ хăтлă çурта пурăнма куçрĕ. Ялсем патне пыракан тата урамсенчи çулсене асфальт сарса хытарчĕç. Медицина учрежденийĕсем хальхи вăхăтри оборудованипе пуянланчĕç. Хирпуçсемшĕн вара 2004 çул ялти культура çуртĕнче тĕслĕх (модельлĕ) библиотека ĕçлеме пуçланипе асра юлчĕ. Çакă та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку республикăри çакăн евĕр 100-мĕш библиотека пулчĕ. ЧР Президенчĕ Н.Федоров иртнĕ çулхи ака уйăхĕнче йышăннă Указра 2004 çул вĕçленнĕ тĕле шăпах çак чикке çитме палăртнăччĕ.

Нумай ĕç туса ирттерме тивнĕ тĕслĕх библиотекăна уçассишĕн. Кунта сăмах вулав çурчĕн статусне улăштарни пирки кăна мар, халăха тивĕçтерессине çĕнĕ, хальхи вăхăтри шая çĕклени, çак ĕçĕн пахалăхне тĕпрен лайăхлатни çинчен пырать. Пуринчен малтан библиотека вырнаçнă, аслă залра юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Стенапа урайне сăрланă, маччана ятарлă плиткăсем çыпăçтарнă, чÿречесем çине гардинăсем вырнаçтарнă, капăр карăсем çакнă. Çĕнĕ сĕтел-пукан, стеллажсем туяннă. Библиотека компьютерпа, тĕслĕ кăтартакан телевизорпа, видеомагнитофонпа пуянланнă. Çавăн пекех кунта принтер, сканер, модем пур. Модем çумне ятарлă телефон туянса вырнаçтармалла та вара интернетпа та çыхăнма пулать. Вăрнар тăрăхĕнчи уçăлнă пĕрремĕш тĕслĕх библиотекăна - районти тĕп вулав çуртне - çÿрекенсем, акă, халĕ интернетпа çыхăнма, хăйсене кăсăклантаракан тĕрлĕрен ыйту çине хурав тупма пултараççĕ ĕнтĕ. Çывăх вăхăтрах хирпуçсем те çак майпа усă курма тытăнĕç. Чылай компакт-диск парнелерĕ тĕслĕх библиотекăна ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Михаил Краснов вулав çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçнă самантра. Çак компакт-дисксенчен кашнинчех вара пĕр пĕчĕк библиотекăри кĕнекесем çинчи чухлĕ информаци упранать. Кунсăр пуçне халĕ библиотека фондĕнче видеокассетăсем те пур. Вĕсенчи информаципе видеомагнитофон урлă паллашма пулать.

Хирпуçĕнче библиотека Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăн, 1946 çулта, ĕçлеме пуçланă. Унăн пĕрремĕш заведующийĕ юнлă çапăçу хирĕсенчен йывăр аманса таврăннă Гаврил Спиридонович Спиридонов пулнă.

- Госпитальтен таврăннă хыççăн темиçе кунтан мана ял Советне чĕнсе илчĕç те библиотека йĕркелеме хушрĕç, хăрах алăкĕ çĕмрĕк шкаф тата 100-е яхăн кĕнеке пачĕç,- аса илет Г.Спиридонов. - Майĕпен кĕнекесем нумайлансах пычĕç, вулакансен йышĕ те ÿсрĕ. Ун чухне çынсем питĕ вулама юрататчĕç. Кашни каçах библиотекăна вĕренекенсем те, шур сухаллă мучисемпе ватă карчăксем те йышлăн пухăнатчĕç.

Сакăр теçеткерен иртнĕ пулин те Гаврил Спиридонович вулав çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе халĕ те кăсăкланма пăрахмасть. Юлашки вăхăтра чирлекелесе пурăннине пăхмасăрах вăл тĕслĕх библиотекăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре çитнĕ. Ветеран хăй ĕçленĕ çулсенче ялта çакăн пек тĕслĕх библиотека пуласси пирки ĕмĕтленме те пултарайманни, çакăншăн чунтан хĕпĕртени çинчен пĕлтерчĕ.

Хирпуçсем халĕ те вулама юратаççĕ. Ял администрацийĕн территорийĕнче 916 çын пурăнать. Вĕсенчен 643-шĕ библиотекăран кĕнеке илсе тăрать. Тĕслĕх вулав çурчĕ уçăлнă май кунта çÿрекенсен йышĕ татах ÿсессе кĕтме пулать. Уйрăмах пĕчĕккисем кĕтнĕ хăнасем пулĕç кунта. Вĕсем валли библиотекăра ятарлă кĕтес уйăрнă, “Ача-пăча хули” уçнă. Унта юмахсем, “Эпĕ тĕнчепе паллашатăп” серири тата ытти нумай тĕрлĕ кĕнекесем чăвашла та, вырăсла та тупса вулама пулать. Аслăраххисем валли вара компьютера “Манăн Чăваш ене юратса”, Чăваш енри аслă вĕрентÿ заведенийĕсем”, “Ентешсен паттăрлăхĕ”, “Хирпуç тăрăхĕнчи паллă çынсем” тата ытти электронлă каталогсем кĕртнĕ. Вĕсемпе паллашнă май, акă, Хирпуçпе Рункăран Аслă Отечественнăй вăрçа тухса кайнă кашни ветеран, вăл ăçта пуç хуни е таврăнсан мĕнле ĕçсенче тимлени çинчен тĕплĕн пĕлме пулать. Вĕсем çинчен даннăйсене пухас тĕлĕшпе библиотека заведующийĕ Надежда Михайлова, активистсем кашни килех çитнĕ, фронтовиксен тăванĕсемпе курса калаçнă. Çапла майпа тĕслĕх вулав çуртне уçнă çĕрте Н.Михайлова тÿпи питех те пысăк. Хăйне шаннă ĕçре вăл чунне парса тăрăшать.

- Библиотекăра шкулта вĕренекенсем те, вăйпитти çынсем те, хисеплĕ ветерансем те - кашниех хăйне кăмăла каякан кĕнекене тупса вулама, кирлĕ информаципе паллашма пултармалла, вăл чăннипех культура тата пĕлÿ центрĕ пулса тăмалла,- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин тĕслĕх вулав çуртне уçнă вăхăтра. Хипуçсен çакăн валли майсем çителĕклĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Тĕслĕх библиотека Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 60 çул çитнине тивĕçлипе кĕтсе илме тата Республика кунне хамăр районта паллă тума хатĕрленнĕ вăхăтра уçăлчĕ. Анатолий Иванович каланă тăрăх, кăçал асăннă паллă кунсем умĕн районта тата тепĕр çакăн пек библиотека ĕçлеме тытăнмалла. Тĕслĕх библиотекăсем тĕрĕссипе тĕнче шайĕнче ĕçлекен вулав учрежденийĕсем пулса тăраççĕ. Майĕпен вара вулакансене тивĕçтересси пĕтĕм районĕпех çак шая çывхармалла.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2005
00:00
Поделиться
;