Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вут-кăвар шелсĕр

Кил-çуртра сиксе тухакан пушарсем, тĕпрен илсен, кунта пурăнакансен айăпĕпе пулаççĕ. Вут-кăвар шелсĕр - вуншар çул пухнă пурлăха туххăмрах тĕп тăвать, çынсене хĕн кăтартать. Тимсĕрлĕхне пула пушар кăларнă çынсем ытларах чухне хăйсемех вут-кăварта пĕтеççĕ, кÿршисене, ачасене шар кÿреççĕ. 2004 çулта районта 62 пушар алхаснă, вĕсенче 9 çын, çав шутра пĕр ача, пурнăçĕ татăлнă.

Сÿнтермесĕр урайне пăрахнă е кравать çинче çывăрса кайнă ÿсĕр çын аллинчен тухса ÿкнĕ пирус тĕпне пула вут-кăвар час-часах алхаснине палăртмалла. Пушар сăлтавĕсен шутне çавăн пекех сетьрен кăлармасăр хăварнă электричество приборĕсем, кивĕ е юсавсăр электропроводка, ачасем шăрпăкпа выляни те кĕреççĕ.

Пушар тухасран питĕ асăрхануллă пулмалла. Çакна самантлăха та манмалла мар - тимсĕрлĕх каçармасть. Пысăк хăватлă электроприборсемпе пĕр харăс усă курма, харпăр хăй ăсталанă предохранительсем вырнаçтарма юрамасть. Пÿрт-çурта, пÿлĕмсене ăшăтмалли электроприборсемпе уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Чĕртнĕ газ приборĕсене асăрхакансăр хăвармалла мар. Теприсем газ плитин çулăмĕпе япаласем типĕтме хăнăхнă. Вĕсем, тÿрех каламалла, хăйсемшĕн кăна мар, ыттисемшĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Приборсенчен газ тухнине çулăмпа тĕрĕслекенсем пирки те çакнах каламалла. Çак тĕллевпе супăнь шĕвекĕпе усă курмалла. Енчен те газ оборудованийĕнче кăлтăксем асăрхасан çийĕнчех 2-10-04 телефонпа газ авари службине шăнкăравламалла.

Асăрхакансăр хăварнă хутнă кăмакасем те пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Вут чĕртсе янă чухне хăвăрт тивсе илекен шĕвекпе - бензин, дизтопливо - усă курма юрамасть.

Пĕчĕк ачасене килте пĕччен хăвармалла мар. Ашшĕ-амăшĕн, воспитательсен, вĕрентекенсен шăрпăкпа выляма юраманни, вут-кăвар çав тери пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарни çинчен асилтерсех тăмалла.

Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене уяни сирĕн пÿрт-çурта, пурлăха упраса хăварма, çынсен пурнăçне сыхласа хăварма пулăшĕ.

Енчен те вут-кăвар сиксе тухас пулсан, çийĕнчех пушар хуралне чĕнмелле, çунакан çуртран çынсене кăларма тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла, алă айĕнчи хатĕрсемпе çулăма сÿнтерме тытăнмалла.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2005
00:00
Поделиться
;