Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕлле те ахаль лармаççĕ

Июнĕн 24-мĕшĕнче Республика кунне халалланă мероприятисен пĕр пайĕ Калинино салинче те иртет. Çак уяв тĕлне тата пысăк хăнасене кĕтсе илме кунта кĕркуннех хатĕрленме тытăннă. Пурнăçланă ĕçсен пысăк пайĕ вăл - тавралăха тирпей-илем кĕртни. Ку тĕлĕшпе ял администраци территорийĕнче вырнаçнă организацисемпе учрежденисенче, предприятисенче ĕçлекенсем палăрмаллах тÿпе хывнă, хăйсем çывăхĕнчи территорие тасатнă, йывăçсем нумай лартса хăварнă.

Республика кунне хатĕрленсе ирттерес ыйтупах кунта нумаях пулмасть пуху пулнă. Калинино ял администрацийĕн пуçлăхĕ Е.Сергеева каланă тăрăх, планпа килĕшÿллĕн территорири кашни руководителех ĕçсем валеçсе панă. Вĕсенчен ытларахăшĕ - çуркунне тумалли ĕçсем, вăл шутра - салана хăтлăх кĕртесси, йывăç-тĕмсем лартасси, сăрă ĕçĕсем пурнăçласси, çулсене юсасси.

Хĕллехи вăхăта та ахаль ирттермеççĕ калининăсем. Çынсем хăйсем пурăнакан çуртсем умĕсенче йĕрке туса хурассипе тимлеççĕ - купаланса выртакан стройматериалсене, вутă-шанкăна пуçтарса тирпейлеççĕ, картасене юсаççĕ. Ку тĕлĕшпе Калинино ял администрацийĕн пуçлăхĕ кашнинех çирĕп асăрхаттарнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 января 2005
00:00
Поделиться
;