Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хирурги уйрăмĕн иккĕмĕш çамрăклăхĕ

Юлашки çулсенче районта халăх сывлăхне сыхлас ĕçре лайăх улшăнусем сахал мар пулчĕç. Уйрăмах сиплев учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатас, çуртсене юсаса çĕнетес, медицина работникĕсен ĕç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе нумай тăрăшаççĕ. Çулталăк пуçланнă тĕле, çапла, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсен хисепĕ районта 6-а çитнĕ. Ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенчен чылайăшне çутçанталăк газĕ кĕртнĕ. Калининăри участок больницинче юсав ĕçĕсене нумай пурнăçланă. Районти тĕп больницăра ача-пăча уйрăмĕн тата васкавлă пулăшу станцийĕн çурчĕсене икĕ хысаклă тăрă витнĕ. Ача-пăча, ача çураттармалли, терапи, неврологи уйрăмĕсене, апат-çимĕç блокне тĕпрен юсанă. Кивĕ çĕнĕ çулта, январĕн 14-мĕшĕнче, кунта савăнăçлă событи пулса иртрĕ. Тĕпрен юсанă хыççăн хирурги уйрăмĕ чирлисене йышăнма пуçларĕ. Уйрăма савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Палламалла мар çĕнелсе улшăннă хирурги уйрăмĕ юсав ĕçĕсене пурнăçланă хыççăн. Стенасемпе мачча çинчи çурăксене, шăтăк-путăксене питĕрсе якатнă, куçа ывăнтарман тĕспе сăрланă. Урайне линолеум сарнă. Сурансене çыхмалли палатăра стенасене маччаран пуçласа урайне çитичченех плиткăсемпе çыпăçтарнă. Ванна пÿлĕмĕнче электричество энергийĕпе шыв ăшăтакан установка вырнаçтарнă. Халĕ кунта чирлисене операци умĕн е сурансене çыхнă хыççăн çуса тасатма лайăх майсем пур. Уйрăмах ветерансен палатинче пысăк улшăнусем пулнă. Унта чирлисене сывалма мĕнпур условисем пур. Палатăра икĕ çын сипленме пултарать. Сĕтел-пукан, тумбочкăсем, койкăсем - йăлтах çĕнĕрен туяннисем. Çывăрас умĕн тумтире хывса çакма икĕ вырăнлă шкаф вырнаçтарнă. Тĕслĕ кăтартакан телевизор, холодильник лартса панă. Тĕкĕр те манса хăварман. Кун пек палатăсем иккĕ. Пĕри арçынсем, тепри хĕрарăмсем валли. Çапла Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 60 çул çитнине паллă тума хатĕрленнĕ май вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем, тыл ветеранĕсем валли çав тери лайăх парне хатĕрленĕ больница администрацийĕпе юсавçăсем. Пурĕ 540 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Кунсăр пуçне 42 пин тенкĕлĕх сĕтел-пукан, медицина инструменчĕсене вĕри сывлăшпа микробсенчен сиенсĕрлетекен, инструментсем упрамалли шкафсем туяннă.

Хирурги уйрăмĕ çĕнĕрен ĕçлеме тытăннă ятпа ирттернĕ уява юсавçăсем, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Игнатьев, предприятисемпе организацисен, учрежденисен пуçлăхĕсем пынă. Григорий Григорьевич юсавçăсен ĕçне пысăк хак панă май кăçал халăх сывлăхне сыхлас ĕçе аталантарма район бюджетĕнчен укçа пĕлтĕрхинчен нумайрах уйăрни, Республика кунĕ тĕлне Вăрнар тăрăхĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн тата тепĕр, çиччĕмĕш офисĕ ĕçлеме тытăнмалли çинчен каларĕ. Спонсорсем уйрăм çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă ятпа паха парнесем хатĕрленĕ. Çав шутра Вăрнарти инкубатор тата кайăк-кĕшĕк станцийĕн директорĕ Ю.Кулаев, “Вăрнарти аш-какай комбиначĕ” акционер обществин коммерци директорĕ П.Лаврентьев, “Выбор” тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ К.Алексеев тĕслĕ кăтартакан телевизорсем, “Чăвашсетьгаз” акционер обществин “Вурнарыгаз” филиалĕн пуçлăхĕ И.Арбузов икĕ “Тефаль” электрочейник, федераллă казначействăн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи В.Никитина тата Калининăри участок больницинчи Н.Яковлев хирург стена çине çакмалли сехетсем, 26-мĕш аптека заведующийĕ В.Куликов радиотелефон, “Еврострой” тулли мар яваплă общество ертÿçи В.Рыжов 2000 тенкĕ пачĕç. “Сельхозэнерго” тулли мар яваплă общество пÿлĕме ăшăтмалли икĕ электричество батарейи панă,  шыв ăшăтмалли икĕ агрегат вырнаçтарнă. Сывлăх сыхлавĕн “Вăрнар район тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн тĕп врачĕ О.Казакова тата хирурги уйрăмĕн заведующийĕ В.Ананьев юсавçăсемпе спонсорсене чĕререн тав турĕç. “Йывăр вăхăтра эпир яланах спонсорсем патне çул тытатпăр. Вĕсем пире кашнинчех пулăшма хатĕр”,- терĕ Ольга Михайловна Казакова.

Хирурги уйрăмĕнчи юсав ĕçĕсене В.Сантимер ертсе пыракан “Стройком” тулли мар яваплă общество кĕске вăхăтра та пысăк пахалăхпа пурнăçланă. Çакăнпа пĕрлех район больницин поликлиникинче те юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Кунта В.Рыжов ертсе пыракан “Еврострой” тулли мар яваплă общество ĕçлет. Поликлиникăра иртнĕ çул вĕçĕнче шăл сиплекен кабинета тĕпрен юсаса хута янă. Унта 450 пин тенкĕлĕх икĕ “дипломат” агрегата вырнаçтарнă. Кабинет икĕ сменăпа каçхине 7 сехетченех ĕçлет. Чирлисене пĕр харăс икĕ врач йышăнать. Халĕ поликлиникăра рентген кабинетĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Кăçал çавăн пекех васкавлă пулăшу станцийĕн çуртне, реанимаци уйрăмне тĕпрен юсама палăртаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 января 2005
00:00
Поделиться
;