Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Спортсменсемшĕн кану çук

Спортри иртнĕ çулхи кăтартусемпе пирĕн мухтанмалли пурах. 2004 çул Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ ятпа иртнĕрен спортсменсемшĕн канмалли вăхăт пачах та пулмарĕ темелле, çине-çинех иртекен ăмăртусене пысăк хастарлăхпа хутшăнса район чысне пĕрре мар çÿле çĕклеме пултарчĕç вĕсем. Çитĕнĕвĕсем те пысăк. Пĕлтĕр, акă, Вăрнар районĕнчен тăваттăн спорт мастерĕн ятне илнĕ, вĕсем: Андрей Петров - йĕлтĕрпе чупассипе, Ирина Данилова тата Алена Федорова - ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, Таня Макарова - çăмăл атлетика енĕпе. Тата пиллĕкĕн спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă, çирĕм пĕррен I-мĕш разряд нормине тултарнă.

Кăçалхи çулталăка та спортсменсем ытларахăшĕ пек канура мар, çивĕч кĕрешÿсенче пуçларĕç. Йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри “Раштав уявĕн ăмăртăвĕсем” йĕлтĕрçĕсене кăçал та кăрлачăн 6-7-мĕшĕсенче Чăваш енĕн тĕп хулине пуçтарнă. Пирĕн районтан унта вуннăн хутшăннă. Галина Павлова пуринчен лайăх результат кăтартма пултарнă, икĕ кунне те тăваттăмĕш вырăн йышăннă.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче çак енĕпех йĕркеленĕ республика чемпионатĕнче Вăрнар районĕн команди тăваттăмĕш пулнă. Уйрăмшар ăмăртусенче Александр Юдин 15 километрлă дистанцире ирĕклĕ майпа чупса виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Рома Егоров, Дмитрий Герасимов тата Галина Павлова результатсемпе вунă чи вăйлă йĕлтĕрçĕсен шутне кĕнĕ.

Январĕн 14-мĕшĕнче йĕлтĕр йĕрĕ районти шкул ачисене старта йыхравланă. Ăмăртăва 22 шкулти 400 ытла вĕренекен хутшăннă. Тĕрлĕ ÿсĕмсенче 2 тата 3 километрлă дистанцисенче çĕнтерÿçĕсем  çаксем пулса тăнă: А.Григорьева (Хапăс), И.Сорокина (Ярмушка), М.Попова (Вăрнарти 1-мĕш шкул), С.Политов (Вăрнарти 2-мĕш шкул), А.Захаров (Кульцав), Д.Яковлев (Кульцав) , Н.Михайлова (Пăртас), Т.Плотникова (Вăрнарти 1-мĕш шкул), А.Михайлова (Калинино), В.Владимиров тата Д.Журавлев (Вăрнарти 1-мĕш шкул), Д.Алексеев (Кульцав), С.Емельянова (Хапăс), О.Зайцева (Туçи Çармăс), Н.Михайлова (Калинино), Д.Сидоров (Вăрнарти 1-мĕш шкул), Д.Лаврентьев тата В.Сорокин (Ярмушка).

Вăрнарти 29-мĕш професси училищин тата 1-мĕш вăтам шкул спортзалĕсенче Раштав уявĕсен ячĕпе иртнĕ волейбол турнирне пĕтĕмпе тăхăр команда хутшăннă. Вĕсем - район тата Уйкас Кипек ял администрацийĕсен, “Вурнарыгаз” филиалĕн, шалти ĕçсен районти пайĕн, ял хуçалăх техникумĕн, 24-мĕш тата 29-мĕш професси училищисен, шкул ачисен пĕрлештернĕ тата Йĕпреç районĕн командисем. Çивĕч те хĕрÿ кĕрешÿре çĕнтерсе малти вырăнсене çак командăсем пайланă: 1-мĕш вырăнта - “Вурнарыгаз” филиалĕ, 2-мĕшĕнче - район администрацийĕн ĕçченĕсем, 3-мĕшĕнче - йĕрке хуралçисем.

Иртнĕ канмалли кунсенчех Çĕнĕ Шупашкар хулинче çăмăл атлетика енĕпе Атăлçи федераци округĕн чемпионачĕ иртнĕ. Республикăн пĕрлештернĕ командишĕн унта Вăрнар район хĕрĕсем те тупăшнă. Таня Макарова 3 километрлă дистанцире чемпиони пулса тăнă, Катя Горбунова 5-мĕш вырăна тухнă.

Вăрнарти хутăш препаратсен заводне туса хунăранпа 75 çул, Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 60 çул çитнине тата Республика кунне халалласа районта хĕллехи футбол енĕпе ăмăртусем пуçланнă. Унта пурĕ 10 команда тупăшать: “Химик”, “СОМ”, “Эврикан” икĕ команди, “Буревестник” - ял хуçалăх студенчĕсемпе кунтан вĕренсе тухнисем, ветерансем, “Спасатель” - завод çумĕнчи 18-мĕш пушар чаçĕ, “Олимп” - заводăн команди, “Темп” - Çĕмĕрле районĕ, “Дар” - Йĕпреç районĕ. Хальлĕхе икĕ тур иртнĕ, унăн кăтартăвĕсем çакăн пек. Пĕрремĕш турта ветерансем “спасательсене” 3:2, “Буревестник” “Эврикăна” 3:2, “СОМ” “Химика” 8:2, “Дар” “Олимпа” 2:0 шутпа çĕнтернĕ. Иккĕмĕш  турта “Спасатель” “Олимпран” 4:1, “Темп” ветерансенчен 2:1, “СОМ” “Эврикăран” 5:2 шутпа выляса илнĕ. Йĕпреçсемпе ял хуçалăх техникумĕн командисем хушшинчи вăйăсем никам çĕнтерейменнипе вĕçленнĕ.   



"Çĕнтерÿ çуле"
19 января 2005
00:00
Поделиться
;