Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тен, пĕрлешсен аванрах

Хăй вăхăтĕнче явăшсем пирки республикипех ырă ят çÿретчĕ. Тĕштырăсем, ытти ял хуçалăх культурисем çитĕнтерессипе те, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе те хуçалăх малтисен ретĕнчеччĕ. Халĕ йăлтах урăхла. МТС “Яуши” ял хуçалăх производство кооперативĕ хут çинче кăна шутланса тăрать. Сухаламасăр выртакан, усă курман çĕрсем нумайлансах пыраççĕ. Çулла тĕштырăсен пуссинче, ытти уйсенче çумкурăк ашкăрать. Кĕркунне тыррине йĕркеллĕн пуçтарса кĕртеймеççĕ, тепĕр чухне çĕрулми те кăлармасăрах юлать. Хуçалăх тупăшлă ĕçлес вырăнне тăкак тÿсет. Ĕçукçине вăхăтра параймаççĕ. Хуçалăха панă сĕтпе аш-какайшăн тÿлесшĕн мар.

Темиçе çул каялла анкарти лаптăкне пĕрер гектара çитерсе пачĕç. Çĕнĕрен уйăрса панă çĕрпе нимĕнле усă та кураймастпăр. Майлаштарма пĕлекенсем кăна, хуçалăх техникипе усă курса, акса пуçтарса илеççĕ. Çĕршĕн налук вара пурте пĕр пекех тÿлетпĕр.

Пурнăç çакăн пек арканса-юхăнса пынине кура мăн-явăшсем юлашки вăхăтра кÿршĕри Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕпе пĕрлешесси çинчен калаçма пуçларĕç. Кун пирки хуçалăх ертÿçи В.Шумилов умĕнче ыйту та хускатасшăн. Саккунĕсем çавах, çĕрĕсем те пĕр пекех. Хĕвелĕ те кÿршĕсемшĕн уйрăммăн пăхмасть. Апла пулин те  çавалкассем аталану çулĕпе шанчăклăн утаççĕ.

Юлашки вăхăтра республикăна ертсе пыракансем ял хуçалăхĕнчи кризисран тухас тесен хуçалăхсене пĕрлештерсе пысăклатма кирли çинчен калаçма пуçларĕç. Тен, чăнах та çакă явăшсемшĕн йывăрлăхсенчех хăтăлмалли çул пулĕ;



"Çĕнтерÿ çуле"
19 января 2005
00:00
Поделиться
;