Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Çĕнтерÿ çулĕ» - пĕрремĕш вырăнта

Çулталăк иртнĕ майĕн, йăлана кĕнĕ тăрăх, хаçатсем тĕрлĕ темăсене мĕнле çутатни пирки министерствăсемпе ведомстăсем конкурссене пĕтĕмлетрĕç. Калас пулать, «Çĕнтерÿ çулĕ» вĕсенче çулленех хутшăнать, призлă вырăнсене йышăнать. Кăçал та право темине ăнăçлă çутатнăшăн хаклă парнене тата пĕрремĕш вырана çĕнсе илтĕмĕр.

Çавăн пекех, уйрăм журналистсем хушшинче редакцин экономикăпа право пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Николаев хавхалантару парнине тивĕçрĕ. Вăл хаçатри ятарлă «Право» страницисенче йĕрке хуралçисен ĕçне тĕрлĕ енлĕ çутатать. Вулакансем те хăйсен ыйтăвĕсем çине хурав тупаççĕ материалсенче.

Чăвашпотребсоюз район хаçачĕн журналисчĕсен ĕçне палăртсах тăрать. Иртнĕ çулта ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.Краснов хаклă парнене тивĕçнĕччĕ. Кăçал вара редакцин тепĕр пай пуçлăхĕ В.Николаев Вăрнар райповĕ çинчен кăларнă кĕнекешĕн укçан премие çĕнсе илчĕ.

Конкурссем малалла пыраççĕ. Хаçата вулакансемпе çыракансем вĕсенче кашниех хутшăнма, парнесене çĕнсе илме пултарать.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2005
00:00
Поделиться
;