Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Асăрханнине нимĕн те çитмест

Юлашки çулсенче автомототранспорт хатĕрĕсен шучĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Çавăнпа та çулсем çинче водительсен те, çуран çÿрекенсен те тимлĕхе пачах çухатмалла мар. Иртнĕ çулхи кăтартусене илес пулсан, савăнмалли сахалтарах-ха. Районти çулсем çинче 2004 çулта 32 инкек пулнă, 8 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, çав шутра 2 ача, 37-ĕн аманнă. 2003 çулта автомототранспортпа çыхăннă 22 инкек пулнăччĕ, 10 çын вилнĕччĕ, 33-шĕ аманнăччĕ.

Сăмах май калас-тăк, республика территорийĕнчи çулсем çинче пĕлтĕр 1681 инкек-синкек çырăннă, вĕсенче 296 çын вилнĕ, 1957-ĕн аманнă.

Çул çинчи инкексемшĕн айăплине таçта аякра шырама кирлĕ мар-тăр. Тÿрех калас пулать, вĕсенчен ытларахăшĕ водительсен тимсĕрлĕхĕпе, çул-йĕр правилисене уяманнипе çыхăннă. 2004 çулта, акă, ултă тĕслĕхĕнче вĕсем руль умне ÿсĕрпе ларнине çирĕплетнĕ, вĕсен айăпĕпех виçĕ çын вăхăтсăр вилнĕ.

Çул-йĕр инкекĕсенче çуран çÿрекенсен айăпĕ те çук мар: çулсем çинче тимлĕхе çухатни, çывхарса килекен транспорт умĕпе чупса каçма хăтланни тата ыт.те ырăпа вĕçленмест. Çапла, иртнĕ çулхи тăватă тĕслĕхре çуран çÿрекенсем айăплă пулнă, пĕр çын вилнĕ.

Уйрăмах Калинино - Кушар Юнтапа трасса аварисен “вырăнĕ” пулса тăчĕ. Çавăнпа та водительсене, çуран çÿрекенсене автоçулăн çак пайĕнче питех те тимлĕ пулмаллине, хăвăртлăха ÿстерме юраманнине тепĕр хут аса илтерес килет.

Районта автотранспорт пур предприятисем пĕтĕмпе 78. Патшалăх транспорчĕсем çул çинче инкек тăвассине асăрхаттарассипе шалти ĕçсен районти пайĕн ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем иртнĕ çул çитменлĕхсене пĕтерме 140 предписани çырса панă, 92 тĕрĕслев ирттернĕ, вĕсенче 56 транспорт хатĕрĕ юсавсăррине пула çул çÿрекенсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине тата 61-шĕ патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр тухманнине тупса палăртнă. Должноçри 38 çынна административлă явап тыттарнă.

Çул-йĕр инкекĕсенче ачасем сусăрланса аманассине асăрхаттарас тĕллевпе районти шкулсенче тата ача сачĕсенче пулса çул-йĕр правилисем пирки 44 калаçу тата шкул çулĕчченхи вĕренÿ учрежденийĕсем хушшинче “Светофорик”, шкул ачисем хушшинче “Хăрушсăрлăх кустăрми”, район хаçачĕпе пĕрле “Çул-йĕр правилисене пĕлетпĕр-и;” конкурссем ирттертĕмĕр. Пĕлтĕр çавăн пекех  механизаторсемпе водительсене пухса слет йĕркелерĕмĕр.

ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем иртнĕ çул çул-йĕр правилисене пăснăшăн 1869 водителе, çуран çÿрекен 129 çынна, хăвăртлăха ÿстернĕшĕн 129 водителе административлă явап тыттарнă, руль умне ÿсĕрпе ларнă 117 çынна тытса чарнă.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2005
00:00
Поделиться
;