Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ферма ĕçченĕсен хастарлăхĕ

Çамрăк выльăх нумай илеççĕ. “Родник” агрофирма” тулли мар яваплă общество районти юлашки çулсенче ăнăçлă аталанса пыракан ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕри. Малти-ишексен выльăх йышĕ те, патшалăха сĕт, аш-какай хатĕрлесе парасси те çулран çул ÿсет. Çакă хуçалăхра выльăхсене вăхăтра пĕтĕлентерсе хăварассишĕн, çамрăк выльăх ытларах илессишĕн тĕллевлĕн ĕçленипе тÿрремĕн çыхăннă. Выльăхсене искусствăллă майпа пĕтĕлентерекен Лукина Нина Григорьевна техник хăйĕн тивĕçне тăрăшса пурнăçлать. Çак ĕçре нумай вăхăт вăй хурса вăл пысăк опыт пухнă, районти ăмăртусенче кашнинчех малти вырăнсене йышăнать. Хуçалăх пĕлтĕр 150, е виçĕмçулхинчен 29 пăру ытларах, илнĕ. 100 ĕне нуçне 108 пăру тивет. Ку районта чи пысăк кăтарту. “Искра”, “Победа”, МТС “Нива” хуçалăхсенче те пĕлтĕр 100 ĕне пуçне 100 пăру илнĕ.

Çури илессипе вара аш-какай комбиначĕн сысна ĕрчетекен комплексĕнче ĕçлекенсем тăрăшуллă. Вĕсем пĕлтĕр 8851 çура илнĕ. 2003 çулта 5955 çура кăна пулнă. Кунта кашни тĕп ама пуçне 26,8 çура тивет. Виçĕм çул 15 çура кăна пулнă. “Янсарино” ял хуçалăх производство кооперативĕнчи сысна пăхакансем те пĕлтĕр кашни тĕп амаран 24,4 çура илнĕ.

Ÿт хăвăрт хушаççĕ. Самăртакан выльăх хăвăрт ÿт хушсан кăна аш-какай туса илни тупăш кÿрет. “Янгорчино” тата “Искра” ял хуçалăх предприятийĕсенчи ферма ĕçченĕсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине шăпах çакна тĕпе хурса йĕркеленĕ. Вĕсенче самăртакан ĕне выльăхсем пĕлтĕр 718-шар грамм ÿт хушнă.

Лашасен йышĕ ÿснĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче чылай ĕçе техникăпа усă курса пурнăçлаççĕ пулин те лашасем пирки те йăлтах манса кайма май килмест. Çакă çунтармалли-сĕрмелли япаласен хакĕ ÿссех пынипе те, хăшпĕр çĕре кĕрсе тухма çул çуккипе те çыхăннă. Çаксене шута илсе “Искра” ял хуçалăх производство кооперативĕнче юлашки çулсенче лашасен хисепне ÿстернĕ. Пĕлтĕр вĕсен йышĕ 47 пуçа çитнĕ. Виçĕм çул 41 пуç пулнă. Коротков ячĕллĕ, “Янгорчино”, “Свет” хуçалăхсем те лаша ытларах усрама тытăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2005
00:00
Поделиться
;