Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Инвалидсене - ĕç вырăнĕ

Паянхи кун ĕç тупма йывăр. Тĕрлĕ сăлтавсене пула сусăрланнă çынсемшĕн пушшех те. Çакна шута илсех ĕнтĕ, республика правительстви вĕсене «Чăваш Республикинчи организацисенче инвалидсене валли ĕç вырăнĕсем уйăрасси çинчен ĕçпе саккуна тĕпе хывса пирĕн районта кăçал ĕçлеме пултаракан инвалидсене валли кăçал 65 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, вĕсенчен вуннăшĕ - препаратсен заводĕнче, 8-шĕ - Вăрнар районĕнче, аш-какай комбиначĕпе «Янгорчино» ялхуçалăх кооперативĕнче - 6-шар вырăн.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе инвалидсене ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелес тĕллевпе предприяти-организаци пуçлăхĕсене халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрпа çыхăну тытма хушнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2005
00:00
Поделиться
;