Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кашни килех - çутçанталăк газĕ

Ял инфраструктурине аталантарас енĕпе республикăра чылай тĕллевлĕ программа ĕçлет. Çав шутрах - ялсене газификацилесси те. Тĕрĕссипе, пĕр-икĕ çул каялла, кун пирки ыйту пуçарсан, халăх çутçанталăк ырлăхĕ хăйсем патне часах çитессе ĕненсе те каймарĕç. Чăваш Республикин Президенчĕн “ЧР халăх пурăнакан вырăнсене 2005 çул тĕлне газ кĕртессине вĕçлесси çинчен” калакан указа алă пусни çак ĕçе татах та хăвăртлатрĕ. Ял çыннисем те ĕç пĕр вырăнта тăманнине курса ĕненчĕç, хăйсем пурăнакан çурчĕсене газификацилесси пирки “чупма” тытăнчĕç. Паллах, вĕсене те çăмăл килмерĕ - çак ырлăха курассишĕн кам выльăх-чĕрлĕхне, пахча-çимĕçне сутрĕ, тепри банк урлă кредит илчĕ. Халĕ ĕнтĕ районти кашни ялта тенĕ пекех “кăвак çулăм” çунать.

Район администрацийĕн капиталлă строительство пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ильин каланă тăрăх, иртнĕ çул 175 километр газопровод хывмалла тата 3002 уйрăм çурта газификацилеме палăртнă пулнă. Ĕçе хăвăртлатас тĕллевпе пур ял администрацине те ятарлă календарлă график тăратнă, план палăртнă вăхăтра пурнăçлантăр тесе кашни пуçлăхах халăхпа ăнлантару ĕçĕсем, çав шутра кредит илесси пирки те, ирттермеллине çирĕп асăрхаттарнă. 2004 çулта район территорийĕнче пĕтĕмпе 222,2 километр газ пăрăхĕсем хунă, ку - планпа пăхнинчен тата 2003 çулхипе танлаштарсан самай пысăкрах кăтарту. Газ кĕртессипе ĕçлекен организацисемпе уйрăмшар илес пулсан, “Вурнарыгаз” филиал 51,7 километр, “Спецмонтажгаз” 113,4 километр, “Уют” 48,4 километр, “Татгазстрой” 8,7 километр газ пăрăхĕсем хывнă. Пĕтĕмĕшле илсен, газ пайлакан сетьсене хута ярассипе планпа палăртнинчен ытларах ĕç тунă. Çарăклă разъездĕнче кăна чукун çул айĕпе газ трассине хума ирĕк памаран объекта хута ярайман.

Уйрăм çуртсене газификацилессипе планпа пăхнин 92,1 процентне пурнăçланă, урăхла каласан 2764 киле “сенкер çулăм” çитнĕ. Ку енĕпе Аçăмçырми, Упнер, Вăрманкас, Ярмушка, Кушар Юнтапа, Кульцав, Малтикас Ялтăра, Кĕçĕн Кипек, Уйкас Кипек, Туçи Çармăс тата Хăмăш ял администрацийĕсенче уйрăмах лайăх ĕçленĕ, палăртнинчен ытларах çуртсене газ кĕртнĕ. Çав вăхăтрах Вăрнар поселок (91,5 пр.), Мăн Турхан (85,6 пр.), Пăртас (38,4 пр.), Ершепуç (62,9 пр.), Çăлкас Кăкшăм (76,4 пр.), Кÿлхĕрри (55,4 пр.), Кивĕ Мĕлĕш (50,6 пр.), Çавалкас (52 пр.) тата ытти хăшпĕр ял администрацийĕсенче плана тултарман.

ЧР Президенчĕн указĕпе кăçалхи çул тĕлне республикăри ялсенче газ кĕртес ĕçе вĕçлеме палăртнăччĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн район правительство лартнă задачăна пурнăçланă. Çапах кăçал та ку ĕç малалла тăсăлĕ. План тăрăх 2005 çулта 2150 киле çутçанталăк ырлăхĕ çитмелле.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2005
00:00
Поделиться
;