Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен

Туçи Çармăсри вăтам шкулта нумаях пулмасть ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулчĕ. Тĕп калаçу ачасен вĕренĕвĕпе воспитанийĕ тата вĕсен сывлăхне упрасси тавра пычĕ. “Çак кăткăс ĕçре çемьепе тачă çыхăнса ĕçлени пулăшать. Пурнăç опытне ача чи малтан çемьере илет-çке, пĕрремĕш сăнавсем тăвать, хăйне тыткалама вĕренет. Эпир хамăрăн ачасене ырă кăмăллă пулмалла, сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, тесе вĕрентетпĕр. Çак ĕçре пирĕн те, аслисен, ырă тĕслĕх кăтартмалла”,- палăртрĕ директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ О.В.Маркова.

Иккĕмĕш чĕрĕке вĕренекенсенчен çурри “4” тата “5” паллăсемпе вĕçлерĕ, 19-ăн - пиллĕксемпе çеç. Ĕлкĕрсе пырайманнисен шучĕ сахалланнă. Шкулта ачасене вĕренме хавхалантармалли условисем туса панă. Акă, Вăрнарти çул-йĕр тăвакан организаци пуçлăхĕ И.Н.Куликов иккĕмĕш çул вĕренÿ отличникĕсене, шкул ĕçне активлă хутшăнакансене уйăхсерен 100-шер тенкĕ стипенди тÿлет. Çĕнĕ çултан çак стипендие 10-мĕш класри Вера Арсентьевапа Ирина Степанова, 8-мĕш класри  Анжелика Иванова тата 7-мĕш класри Иван Иванов илсе тăма пуçларĕç. Кунсăр пуçне Иван Николаевич шкула çĕвĕ машини те парнеленĕ.

Вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕсен, вĕрентекенсен кăçалхи вĕренÿ çулĕнчи чи пысăк савăнăçĕ - компьютер класĕ уçăлни. Унччен шкулта пĕр компьютер кăна пулнă пулсассăн, халĕ вĕсен шучĕ вуникке çитрĕ.

Шкул автобусĕ пурри те вĕренекенсене савăнтарать. Килтен шкула е шкултан киле турттарни çеç мар, ачасем унпа тĕп хулана театрсене, музейсене тухса çÿрерĕç, Шуршăлти Космонавтика музейне çитсе курчĕç, А.Г.Николаевăн вилтăпри çинче пулчĕç.

Шкул директорĕ Б.И.Сергеев вĕрентÿ тытăмне çĕнетсе улăштарма патшалăх чылай пулăшнине палăртрĕ, вĕренÿре тата шкулăн хуçалăхне аталантарма чылай укçа-тенкĕ уйăрнине пĕлтерчĕ. Республика бюджетĕнчен ачасене вĕри апат çитерме паракан дотацие пăрахăçлани кăна чылай пăшăрхантарни çинчен каларĕ.

Юлашкинчен çакна калас килет. Шкул администрацийĕ, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен, пулăшса пырсан вĕрентÿпе воспитани парас ĕçри çитĕнĕвĕсем тата та пысăкрах пулĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2005
00:00
Поделиться
;