Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Спорт

Спорт ориентированийĕ. Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çуртĕнче спорт ориентированийĕ тата туризм енĕпе кружок темиçе çул та ĕçлет ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, тăван çутçанталăкпа туслаштарма, тавракурăма аталантарма, вăй-хала çирĕплетме, тÿсĕмлĕхпе чăтăмлăха хăнăхтарма пулăшакан спортăн çак тĕсĕпе кăсăкланакансен йышĕ çулсеренех ÿссе пырать. Çакна та каламалла - ку енĕпе Вăрнар çамрăкĕсем кашни ăмăртурах малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.

Черетлĕ республика шайĕнчи ăмăртуран та, акă, ача-пăча пултарулăх çурчĕн команди (руководителĕ А.М.Яковлев) çĕнтерÿпе таврăннă, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Командăна мала кăларассишĕн кашни ачах пысăк хастарлăх кăтартнă. Уйрăмах Андрей Львов палăрнă. Уйрăмшар тупăшусенче вăл икĕ кунне те пĕрремĕш пулнă. Çавăн пекех Таня Федорова та малти вырăна йышăннă, Алексей Шемайкинпа Таня Зотина - иккĕмĕш, Ольга Кузнецова - виççĕмĕш.

16 çулхисен ушкăнĕнче Наталия Михайлова пĕрремĕш, Евгения Гордеева иккĕмĕш пулнă.

“Тĕлĕнтермĕш шашкăсем” енĕпе иртнĕ районти ăмăртăва шкул ачисен 27 команди хутшăннă. Пуринчен нумай очко пуçтарса малти вырăнсене Вăрманкасри, Вăрнарти 2-мĕш тата Ярмушкари шкул командисем çĕнсе илнĕ. Уйрăмшар зачетсенчи çĕнтерÿçĕсем çаксем: пĕрремĕш хăма çинче - Дмитрий Максимов (Вăрманкас), Денис Андреев (Вăрнарти 2-мĕш шкул), Валерий Артемьев (Ярмушка), иккĕмĕш хăма çинче - Николай Ефимов (Вăрманкас), Алексей Иванов (Вăрнарти 1-мĕш шкул) тата Андрей Николаев (Ярмушка), хĕрачасем хушшинче - Вера Терентьева (Вăрнарти 1-мĕш шкул), Фаина Данилова (Вăрманкас) тата Марина Никифорова (Вăрнарти 2-мĕш шкул). Çĕнтерÿçĕсене пурне те Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе хавхалантарнă.

Йĕлтĕр спорчĕ. Иртнĕ шăмат кунпа вырсарни кун йĕлтĕр йĕрĕ спортсменсене каллех старта йыхравланă. Хĕллехи полиатлон енĕпе иртнĕ уçă чемпионатра вăрнарсем лайăх результатсем кăтартнă. Виçĕ енлĕ тупăшура - пневматикăллă винтовкăран пересси, алă вăйĕпе çĕр çумĕнчен çĕкленесси, йĕлтĕрпе чупасси - 28-39 çулхисен ушкăнĕнче Галина Павлова чемпионка пулса тăнă, пĕтĕмĕшле очкосен шучĕпе унăн кăтартăвĕсем спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕпе танлашнă.

16-29 çулхисен ушкăнĕнче Катя Логачевапа Владимир Политов виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе район команди пиллĕкмĕш пулнă.

Январĕн 21-22-мĕшĕсенче Шупашкарта шкул ачисен спартакиади йĕркипе иртнĕ ăмăртура та К.Логачевапа В.Политов япăх мар результатсем кăтартнă, 6-7 вырăнсене йышăннă.

Волейбол. Иртнĕ канмалли кунсем волейболистсемшĕн те хĕрÿ иртнĕ. Ку хутĕнче турнирта районти çамрăксен командисем - пурĕ саккăр - тĕл пулнă. Вăйăсем 29-мĕш прфесси училищин тата 1-мĕш вăтам шкулăн спорт залĕсенче иртнĕ. Çивĕч кĕрешÿре пысăк хастарлăх кăтартса малти вырăнсене Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн, Калининăри тата Малти Ишекри шкулсен пĕрлештернĕ тата Çĕрпелти вăтам шкул командисем пайланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2005
00:00
Поделиться
;