Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Училище хуçалăхсене пулăшать

Юлашки çулсенче районти чылай хуçалăхра механизаторсем çителĕксĕрри палăрать. Çавна май вĕсенче çуркунне тата çулла уй-хир ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлаймаççĕ. Ял хуçалăх культурисене акса лартасси тата пуçтарса кĕртесси вăраха кайни  тухăç çине витĕм кÿрет. Хуçалăхсем тăкак тÿсеççĕ. Çаксене шута илсе Вăрнарти 29-мĕш професси училищи ял хуçалăх предприятийĕсене çÿлерех асăннă йывăрлăхран тухмашкăн пулăшма шут тытнă. Кунта хĕллехи вăхăтра трактористсене вĕрентсе хатĕрлекен курс уçнă. Унта МТС “Яуши”, “Хорнзор”, “Янгорчино” тата ытти хуçалăхсенчен 13 çын пĕлÿ илет. Вĕсем февралĕн 28-мĕшĕнче вĕренсе пĕтерсе хăйсен хуçалăхĕсене саланаççĕ.

Училищĕре кăçал çавăн пекех ЭВМ операторĕсем тата 1 С бухгалтери работникĕсем вĕрентсе хатĕрлекен икĕ уйăхлăх курс та йĕркеленĕ. Унта предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче, ял хуçалăх предприятийĕсенче вăй хуракансем, вăхăтлăха ĕçсĕр юлнисем пĕлÿ пухаççĕ. Вĕренме çÿрекенсем хушшинче аслă пĕлÿллисем те пур. Малтан асăннă специальноçсене 21 çын алла илнĕ. Халĕ 30-ăн вĕренеççĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕнче вара виççĕмĕш ушкăн çÿреме пуçлать. Вĕренме килнисемшĕн меллĕрех пултăр тесе занятисене кăнтăрла та, каçхине те ирттереççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2005
00:00
Поделиться
;