Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Юнтапасем Шестакова шанаççĕ

Экономика тĕлĕшĕнчен ăнăçлă аталанса пыракан “Юнтапа” ял хуçалăх производство кооперативĕ юлашки тапхăрта продукци туса илессине чакарчĕ. Çакăн сăлтавĕсем чылай. Вĕсенчен пĕри - пуçлăхсем час-часах улшăнса тăма пуçлани. Пĕлтĕр хуçалăха аталантарассишĕн сахал мар тăрăшнă В.Рыбаковăн чире пула ĕçрен тухма тивнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕн тилхепине вăхăтлăха ял администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă А.Иванов тытса пынă. Январĕн 25-мĕшĕнче вара юнтапасем отчетпа суйлав пухăвĕ ирттерсе хуçалăх ертÿçине суйлассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явнă. Хуçалăхра ĕçлекенсем председатель пулма С.Шестакова шаннă. Сергей Семенович çак тăрăхрах çуралса ÿснĕ. Пĕр вăхăт “Чебоксарыгазовтосервис” предприятинче коммерци директорĕ пулнă. Асăннă предприяти панкрута тухас вĕçне çитнĕ “Ленинец” колхоза инвестици хывса “Родник” агрофирма” тулли мар яваплă общество йĕркелесен çĕнĕ хуçалăха ертсе пынă, кĕске вăхăтра ăна малалла аталанма майсем туса хунă. Юлашки вăхăтра предпринимательте ĕçленĕ. С.Шестаков хăйĕн сăмахĕнче хуçалăх май пур çĕртех аталанма пултарайманнишĕн чунĕ ыратни çинчен пĕлтернĕ, продукци хатĕрлессине, тупăш илессине ÿстерессишĕн мĕнпур вăй-халран тăрăшма шантарнă. Тухса калаçакансем ăна сăмаха тÿрре кăларма ырă суннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2005
00:00
Поделиться
;