Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Асăрхануллă пулнине нимĕн те çитмест

2005 çул хĕрлĕ мар, симĕс автан çулĕ тетпĕр те, çав-çавах районта çулталăк пуçланнăранпа пушар тухнă тĕслĕхсем пулчĕç. Çапла январĕн 20-мĕшĕнче каçхине 8 сехет иртсен Вăрманкасри пĕр хуçалăхра картишĕнчи хуралтăсем çунма пуçланă. Вут-çулăма вăхăтра сÿнтернĕ, пурăнмалли пÿрт çине куçма паман. Апла пулин те пушар кил хуçине 15 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Инкек сăлтавĕ - электричество проводки юсавлă мар пирки кĕске замыкани пулни.

Январĕн 25-мĕшĕнче вара хĕрлĕ автан Вăрнар поселокĕнче Гагарин урамĕнче авăтнă. Хальхинче пурăнмалли çурт çунма пуçланă. Кил хуçи унта пурăнман. Апла пулин те вăхăтран вăхăт килсе кăмака хуткаланă. Ку хутĕнче те пушара вăхăтра сÿнтернĕ. Апла пулин те вут-çулăм пÿрт ăшчиккине сиен кÿме ĕлкĕрнĕ.

Кил-çуртра, хуçалăхра вут-çулăм алхасма пуçланнишĕн ытларах чухне эпир хамăр айăплă. Пушар хăй хыççăн нимĕн те хăварманнине самантлăха та манма кирлĕ мар.



"Çĕнтерÿ çуле"
03 февраля 2005
00:00
Поделиться
;