Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Аслă Çĕнтерÿ юбилейне хатĕрленсе

Кульцаври культура работникĕсене Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 60 çул çитнине тивĕçлипе кĕтсе илес тĕлĕшпе чылай ĕç туса ирттереççĕ. Ялти культура çуртĕнче тата библиотекăра вăй хуракансем çак вăрçа хутшăннă ентешсен паттăрлăхĕ çинчен каласа паракан материалсем нумай пухнă, вĕсен сăнÿкерчĕкĕсене, асилĕвĕсене ятарлă стендсене вырнаçтарнă. Кунне вăрçă участникĕсене, тыл ветеранĕсене халăхпа чысласси йăлана кĕнĕ. 2005-мĕш Аслă Çĕнтерÿ юбилейĕн çулталăкĕ тата ЧР Президенчĕн Н.В.Федоровах йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн садсемпе парксен çулĕ пулнă май кульцавсем ентеш-фронтовиксене чысласа лартнă палăк тавралла, урамсемпе обществăлла вырăнсене тирпей-илем кĕртессишĕн нумай вăй хунă. Районти ытти культура учрежденийĕсенче те Аслă çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленсе пикенсе ĕçлеççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
03 февраля 2005
00:00
Поделиться
;