Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Аялаллах анса пыратпăр

Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен йывăрлăх тÿснине пăхмасăрах уйрăм хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Иртнĕ çулта районĕпе усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 58,8 центнер аш-какай туса илнĕ. Пурĕ 1982,2 тонна аш хатĕрлесе сутнă. 2003 çулта 1977,3 тонна пулнă. Ку тĕлĕшпе уйрăмах “Янгорчино”, “Броневик”, “Искра” ял хуçалăх предприятийĕсем, “Вăрнарти аш-какай комбиначĕ” акционерсен обществин хушма хуçалăхĕ лайăх ĕçлерĕç, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 440-70 центнер аш туса илчĕç. Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ республикăри экономикăлла ăмăртура мала тухрĕ, ăна Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин пĕрремĕш степеньлĕ Дипломне тата укçан преми пачĕç. Вăрнарти инкубаторпа кайăк-кĕшĕк станцийĕ те призлă вырăн йышăнчĕ, Дипломпа укçан преми илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Сĕт туса илессипе вара “Янгорчино” ял хуçалăх производство кооперативĕ (председателĕ Г.В.Романов, тĕп зоотехникĕ И.Н.Никифорова, тĕп ветеринари врачĕ Л.В.Горбунова, ферма заведующийĕ Е.П.Ваганина) маттур ĕçлет. Çĕрпелсем пĕлтĕр кашни ĕнерен 4400 килограмм сĕт сунă, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 939 центнер продукци илнĕ. 669 ĕне выльăх, çав шутра 237 сăвакан ĕне усраççĕ. Ĕнесен йышĕ 10 процент ÿснĕ.

“Хорнзор” ял хуçалăх производство кооперативĕ те (председателĕ Ф.Г.Кузьмин, тĕп зоотехникĕ В.А.Николаев, тĕп ветеринари врачĕ З.М.Максимова) сĕт туса илессипе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Хурăнсур-çармăссен сăвăм 2004 çулта 4381 килогрампа танлашрĕ. Светлана Николаевна Григорьева оператор вара кашни ĕнерен 4771 килограмм суса илчĕ, районта пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Районта 20 ытла оператор кашни ĕнерен 4000 килограмм ытларах, 40 ытла оператор 3000 килограмм ытларах сĕт суса илнĕ. Ĕне выльăх ĕрчетессипе “Победа” ял хуçалăх производство кооперативĕ, “Родник” агрофирма” тулли мар яваплă общество, Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕ лайăх ĕçлеççĕ. Хирпуçсен пĕлтĕр сăвăм виçĕм çулхинчен 1307 килограмм ÿснĕ, 3732 килограма çитнĕ. Малти-ишексем 2004 çулта кашни ĕнерен 3507, çавалкассем 3224 килограмм сĕт суса илнĕ.

Асăннă хуçалăхсем çултан çул выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлеççĕ. Продукци нумай паракан выльăхсем усрас тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕçлеççĕ. Фермăсенчи ĕçсене механизациленĕ. Хăйсемшĕн тăрăшнине, ĕç укçине вăхăтра панине кура выльăх пăхакансем те продукци илессине ÿстерсех пыраççĕ.

“Янгорчино” ял хуçалăх производство кооперативĕнчи И.Кириллов, В.Михайлова, В.Гаврилова, “Искра” хуçалăхри В.Андреев, Г.Иванов, А.Иванова юлашки вăхăтра темиçе çул экономикăлла ăмăртура малта пыраççĕ. Вĕсем самăртакан ĕне выльăхсем пĕлтĕр талăкра 700-шер грамм ытла ÿт хушнă. “Вăрнарти аш-какай комбиначĕ” акционер обществин хушма хуçалăхĕнче (И.М.Федоров) сыснасен йышĕ 22 процент ÿснĕ, 6691 пуçа çитнĕ. Пĕлтĕр 8851 çура илнĕ. Ку виçĕм çулхинчен 48 процент нумайрах. М.Филиппова, И.Емельянова, В.Андреева, Л.Сергеева операторсем 100 тĕп ама пуçне 2676 çура илнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни районти агропромышленность комплексĕн тĕп отраслĕсенчен пĕри пулса тăрать пулин те халĕ вăл кăткăс лару-тăрура. Хальхи вăхăтра фермăсенче усă куракан технологисем продукци туса илессине эффективлă йĕркелеме памаççĕ. Çавна пулах пĕлтĕр районĕпе кашни ĕнерен 2262 килограмм кăна сĕт сунă. “Самолет”, “Маяк”, “Свет” хуçалăхсенче вара çак кăтарту 1100 килограмран, “Знамя труда”, Коротков ячĕллĕ, “Гвардеец”, “Янсарино”, “Агро-инвест” ял хуçалăх предприятийĕсенче 1500, МТС “Яуши”, “Правда”, “Родина”, МТС “Нива” кооперативсенче, ял хуçалăх техникумĕнче 2000 килограмран пĕчĕкрех.

“Родник” агрофирма” тулли мар яваплă обществăра, “Искра”, “Победа”, МТС “Нива” хуçалăхсенче пĕлтĕр 100 ĕне пуçне 100 е ытларах та пăру илчĕç. Выльăхсене искуствăллă майпа пĕтĕлентерекен операторсен республикăри ăмăртăвĕнче 2004 çулта “Родник” хуçалăхри Нина Григорьевна Лукина иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Анчах та чылай хуçалăхра кĕтĕве çĕнетессипе çителĕксĕр ĕçлеççĕ, выльăхсене искуствăллă майпа пĕтĕлентерессишĕн хыпăнмаççĕ, ĕнесемпе пушмак пăрусене ашшĕ-амăшĕ паллă мар ăратсăр вăкăрсемпе чуптараççĕ. Сăмахран, “Правда”, “Маяк” хуçалăхсенче, “Вурнарская” агрофирмăра ĕнесене искусствăллă майпа пĕтĕлентермеççĕ. Çавна май çамрăк выльăхсен ăрат пахалăхĕ чакать. Çак сăлтавсене пулах районĕпе пĕлтĕр 100 ĕне пуçне 75 пăру кăна илнĕ. “Самолет”, “Знамя труда”, “Гвардеец”, “Янсарино”, “Броневик”, “Знамя” хуçалăхсенче, ял хуçалăх техникумĕнче ку кăтарту тата пĕчĕкрех.

2004 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнчен республикăра вăкăрсен ар вăрлăхĕпе тата шĕвек азотпа тивĕçтермелли йĕрке улшăнчĕ. Ăратлă выльăх ĕрчетессипе ĕçлекен “Чувашское” акционер обществи шĕвек азотпа ар вăрлăхне районти ветеринари станцийĕн территорине илсе пырса савăтсене тултарса парать. Анчах ял хуçалăх управленийĕ темиçе хутчен асăрхаттарнă пулин те “Абызово”, “Знамя труда”, “Новый путь” хуçалăхсем шĕвек азотпа ар вăрлăхне вăхăтра килсе илессине йĕркелемерĕç. Çакă асăннă хуçалăхсенче кăçал пăру тата сĕт илессине палăрмаллах чакарать. Чылай хуçалăхсем “Чувашское” акционер обществипе маларах усă курнă шĕвек азотпа ар вăрлăхĕшĕн вăхăтра татăлмаççĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшне парăм 299093 тенкĕне çитнĕ. Çав шутра çăлкас-кăкшăмсем 19005 тенкĕ, мăн-явăшсем 30000, кушар-юнтапасем 99857, мăн-турхансем 15265, хапăссем 14575 тенкĕ парăмра.

Ĕнесен кĕтĕвне продукци нумай паракан выльăхсемпе çĕнетсех тăрас тесен тынасемпе пушмак пăрусене интенсивлă çитĕнтерессине йĕркелемелле. Çирĕп сывлăхлă, япаласен ылмашăвĕ йĕркеллĕ пулса пыракан, апата ирĕлтерекен органсем лайăх аталаннă тата пĕрремĕш пăруланă хыççăнах сĕт нумай антаракан выльăхсем çитĕнтерес тесен тына пăрусене уйăрнă хыççăн пĕрремĕш кунранах тĕрĕс тăрантарса усрамалла. Кĕтĕве çĕнетме хăварнă çамрăк выльăхсене çитĕнтермелли технологие пăснă пирки тынасем вăхăтра вăкăршăн пулмаççĕ, кунсăр пуçне хуçалăхсенче пĕтĕ выльăхсене пăрахăçланă тĕслĕхсем пур.

Çулталăкра 4-5 пин килограмм сĕт антаракан ĕне çитĕнтерес тесен 18 уйăхри тынан 400 килограмм ытларах, пĕрремĕш хут пăруланă хыççăн 500 килограмран кая мар йывăрăш пулмалла. Çакăн пек ĕнене çуралнă хыççăн пĕтĕлентериччен талăкра 700 грама яхăн, пĕтĕлентерсен 700-750 грамм хушăнса пынă выльăхран кăна çитĕнтерме пулать. Çакăн валли пĕр ĕне пуçне 52 центнер апат единици таран кирлĕ пулать. Рациона тутлăхлă, минераллă япаласем тата витаминсем тĕлĕшĕнчен шайлаштармалла. Пĕчĕк чухне пĕр ĕне пуçне хăймине илмен сĕт 400 килограмран кая мар тăкакланать. Ытти апатсене тулăх çитермелле.

Пăрусене хăймине илмен сĕтпе тăрантарса усрани питех те хакла ларать. Çакăн пек сĕтри пĕр апат единицин хакĕ концентратринчен 6-8 хут, силоспа сенажринчен 7-10, ешĕл апатринчен 15-18 хут пысăкрах. Çавăнпа çамрăк тынасене çитĕнтернĕ чухне ятарлă комбикормсемпе тата хăймине илмен сĕте улăштаракан апатсемпе усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çапла çамрăк пăрусене сĕт сахал тăкакланипех туллин тăрантарассине йĕркелеме тата хăвăрт çитĕнтерме май килет. Республикăри чылай хуçалăхсенче хăймине илмен сĕте перекетлесе хăварас тĕллевпе соя сĕчĕпе усă кураççĕ. Шывра ирĕлтернĕ 1 килограмм соя сĕтĕнче 0,13 апат единици, тăпăрчă шывĕнче ирĕлтернинче 0,25 апат единици пулать.

Выльăх апачĕ, уйрăмах апат белокĕ кирлĕ чухлĕ хатĕрлемесĕр выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарма, продукци илессине ÿстерме май  çук. Хĕллехи тапхăр валли кашни выльăх пуçне тĕштырăпа пĕрле 30-35 центнер апат единици хатĕрлесе хăвармалла. Çакăн валли нумай белоклă, нумай çул ÿсекен тата пăрçа йышши культурăсене ытларах акса çитĕнтермелле. Апат çителĕклĕ пулнинчен выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарасси, сĕт туса илессине ÿстересси килет. 2004-2005 çулсенчи хĕллехи вăхăт валли районĕпе утă-улăма кирлĕ хисепĕн 102 проценчĕ, сĕтеклĕ апатсене 45, концентратсене 48 проценчĕ чухлĕ хатĕрлесе хăварнă. Кашни условнăй выльăх пуçне вăтамран 20,2 центнер апат единици тивет, ку кирлĕ хисепĕн 72 проценчĕпе танлашать. Çав вăхăтрах “Янсарино”, “Маяк”, МТС “Яуши”, “Правда” хуçалăхсенче апат кирлĕ хисепĕн 30-45 проценчĕ чухлĕ кăна пур. Çавăнпа вĕсенче апата çитерме хатĕрлессине йĕркелемелле, фелуцен, вăрăран çу юхтарнă хыççăн юлакан каяш, лăсăллă туратсем, микро- тата макроэлементсем, белокпа витаминсем хушса парассине йĕркелемелле.

Халĕ хуçалăхсенче “фелуцен” серинчи апат комплексĕсемпе усă курма пуçларĕç. Çакăн усси пысăк. Пĕр ĕне пуçне талăкра сĕт сăвасси 1,5-2,5 литр ÿсет, сĕт пахалăхĕ лайăхланать (çулăхĕ, белок хисепĕ ÿсет, çу ытларах тухать), çамрăк выльăхсен чĕрĕ виçи 18-60 процент пысăкрах пулать. Остеомаляци, анеми, кетоз тата ытти чирсем пуçланасран сыхлать, юн пахалăхĕ лайăхланать, иммунитет пысăкланать. Фелуценпа усă курни сывă çура-пăру илме пулăшать, чир е çăвăрланă-пăруланă хыççăн сывлăха хăвăртрах йĕркене кĕрсе çитме май парать. Çамрăк выльăхсен сывлăхĕ çирĕпленет тата вĕсем хăвăртрах ÿсеççĕ. Апат шăранасси лайăхланать, организм унпа туллинрех усă курать. Çавна май апат тăкакланасси чакать. Ветеринари тĕрĕслевĕсем ирттерме укçа-тенкĕ сахалрах кирлĕ пулать. Выльăхсене апат тăварĕ, пурă, ытти хушма апатсем пама кирлĕ мар. Витаминпа минерал премиксĕсене, белокпа витамин, минерал хутăшĕсене, тулли рационлă апатсене Чулхулара туса кăлараççĕ. Çыру çырса янă хыççăн вĕсем ку апатсене вырăна килсех пама пултараççĕ.

Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине ÿстермелли тĕп çăлкуçсенчен пĕри ытларах выльăх усрани пулса тăрать. 2005 çулхи январĕн 1-мĕшне мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 14 процент, сăвакан ĕнесен хисепĕ 13 процент чакрĕ, 8402 тата 2978 пуç юлчĕ. “Родник”, Карл Маркс ячĕллĕ, МТС “Нива”, “Абызово” ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх йышне ÿстернĕ пулсан “Самолет”, “Знамя труда”, Коротков ячĕллĕ, “Янсарино”, “Свет”, “Знамя”, “Агро-инвест” хуçалăхсенче 70-30 процент чакарнă. Сăвакан ĕнесене мăн-явăшсем 113 пуç, кульцавсем 96, нурăссем 26, ярмушкасем 100, мăн-турхансем 24, ял хуçалăх техникумĕ 54 пуç чакарнă. Çакă ĕç дисциплини пĕчĕк пулнипе, выльăхсене сыхласа хăварассишĕн яваплăха туйманнипе, ăратлăха лайăхлатассипе çителĕксĕр ĕçленипе çыхăннă.

Халĕ чылай хуçалăхра сĕт сахал паракан, хура-ула ăрат стандартне тивĕçтермен ĕнесем пур. Коротков ячĕллĕ, “Самолет” хуçалăхсенче кирлĕ пек тăрантарман, япăх условисенче усранă пирки кĕтÿ пахалăхĕ чакать, выльăхсен йывăрăшĕ пĕчĕкленет, çавна май продукци илесси те анса пырать. Пăрахăçланă выльăхсене улăштарма ăратлă тына тата пушмак пăрусем туянмаççĕ. 2004 çулта районĕпе пурĕ те ăратлă 57 çамрăк ĕне выльăх тата 39 сысна аçи кăна туяннă. Район тулашне ăратлă çамрăк ĕне выльăх 23 пуç сутнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн иртнĕ çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ăратлă çамрăк выльăх туяннăшăн хуçалăхсене пĕр килограмм чĕрĕ виçе пуçне 40 тенкĕ субсиди параççĕ. Пĕлтĕр 30 тенкĕ пулнă. Çавăн пекех ăратлă чăхсен пĕр çăмартишĕн 1 тенкĕ, талăкри чĕппишĕн 2 тенкĕ субсиди тивет. Ăратлă выльăх çитĕнтерессипе специализациленнĕ хуçалăхсене вара çамрăк выльăх сутнă хыççăн вĕсене пăхса усранă чухне пулнă тăкаксене саплаштарма пĕр условнăй пуçшăн 1200 тенкĕ параççĕ. Çитĕнтерсе сутнă çамрăк ĕне выльăхсене условнăй пуçа 2,38, сыснасене 0,13 коэффициентпа куçараççĕ. Кăçал ăратлă выльăх туяннăшăн тивекен субсидие харпăр хăй хуçалăхĕ валли туянакан уйрăм çынсем те илме пултараççĕ.

Продукци ытларах туса илес тата обществăлла выльăх йышне ÿстерес тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин пĕлтĕр халăхран выльăх туянассине йĕркелесси пирки ятарлă постановлени йышăнчĕ. Районĕпе 2004 çулта халăхран 193,5 тонна выльăх туянса аш-какай комбинатне ăсатнă. Çĕрпел, Уйкас Кипек, Мăн Явăш, Мăн Хирлеп ял администрацийĕсенче çак хисеп 44,2-16,0 тонна пулнă. Кульцав, Уравăш, Хирпуç, Упнер ял администрацийĕсем тата Вăрнар поселок администрацийĕ те задание пурнăçларĕç. Анчах та Калинино, Кушар Юнтапа, Çăлкас Кăкшăм, Хăмăш ял администрацийĕсем ку тĕлĕшпе пачах та ĕçлемерĕç.

Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче тĕлевлĕн ĕçленине пула пĕлтĕр районта сысна хисепĕ 13 процент ÿсрĕ. Кунта 6691 выльăх усраççĕ. Анчах та районĕпе илсен сысна ĕрчетесси çителĕксĕр пулса пырать. Халĕ çак выльăха “Абызово”, Коротков ячĕллĕ, “Гвардеец”, “Новый путь”, “Победа”, “Маяк”, “Янсарино”, “Янгорчино”, “Хорнзор”, МТС “Нива” хуçалăхсенче, ял хуçалăх техникумĕнче кăна усраççĕ. Çав хушăрах сысна ĕрчетни аш-какай туса илессине хăвăртлатма май паракан отрасль пулса тăрать. Районта 1990 çулччен вăл пĕр тикĕс аталанса пынă, выльăхсен йышĕ тата аш туса илесси ÿснĕ. Экономикăра реформăсем пуçланнă хыççăн çак отрасль йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкрĕ, хавшама пуçларĕ.

“Районти агропромышленность комплексне 2004-2010 çулсенче аталантарасси” тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 2010 çул тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсенче сыснасен хисепĕ 10000 пуçа, уйрăм çынсен хуçалăхĕсене шута илсен вара 14.200 пуçа çитмелле. Аша леçекен выльăхсен чĕрĕ виçи вăтамран 100 килограмран кая мар пулмалла, унран пуснă хыççăн 72 килограмм аш тухмалла. Асăннă программăна пурнăçлас тесен сыснасене интенсивлă ĕрчетессине йĕркелемелле, кашни амаран çура илессине ÿстермелле. Кĕтĕве çĕнетме çамрăк амасемпе аçасем тытмалла. Çамрăк выльăхсене интенсивлă çитĕнтермелле. Сысна ĕрчетме çĕнĕрен фермăсем йĕркелемелле.

Малашне выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси районта çак никĕс çинче пулса пымалла:

- сĕт, аш-какай туса илессине, сыснасем, ытти выльăх ĕрчетессине интенсивлă аталантармалла*

- энерги перекетлесе хăварма, тăкаксене чакарма май паракан технологисене ĕçе кĕртмелле. Çав шутра продукци нумай паракан выльăхсен кĕтĕвĕсене йĕркелемелле, ĕнесене кăкармасăр усрамалла*

- пысăк тухăçлă, нумай протеинлă выльăх апачлĕх культурăсене çитĕнтермелле, апат хатĕрленĕ чухне хальхи вăхăтри технологисемпе усă курмалла*

- ăратлă выльăх ĕрчетес системăна çĕнетсе лайăхлатмалла, çав шутра селекципе ĕçлессине вăйлатмалла*

- выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине наука вĕрентĕвĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркелемелле.


"Çĕнтерÿ çуле"
03 февраля 2005
00:00
Поделиться
;