Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Фестиваль савăнăç парнелерĕ

Нумаях пулмасть районта Аслă Çĕнтерĕвĕн 60 çулхи юбилейне халалланă “Чăваш ен чечекĕсем” фестивалĕн зонăри конкурсĕсем иртрĕç. Фестиваль вĕрентÿ, культура учрежденийĕсенчи ача-пăча пултарулăхĕн 60 коллективне пуçтарчĕ. Пĕрремĕш тур Вăрнарти, иккĕмĕшĕ Калининăри культура çурчĕсенче иртрĕ.

Юрă-ташă, литературăпа музыка композицийĕсем, вăрçă çулĕсенчи, эстрада, халăх юррисем, çар ташшисем... - тĕрлĕ жанрлă номерсемпе тухрĕç ачасем сцена çине. Хапăсри вăтам шкулти кĕçĕн классенчи трио “Айушка”, Пăртасри вăтам шкулти Татьянапа Анастасия Кондратьевасем “Аслă аппа” юррисемпе тыткăнларĕç. Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн хореографи ушкăнĕ “Палуба çинче”, “Хĕрсен” тата “Матрÿшке” ташшисене çÿллĕ шайра лартрĕ. Поселокри 2-мĕш вăтам шкулти ачасен ташши те куракансемпе жюрине пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ.

Иккĕмĕш турта Калининăри тата Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта вĕренекенсем, Калининăри культура çуртĕн солисчĕ А.Волков палăрчĕç.

Чи пултаруллисем февралĕн 11-мĕшĕнче районти культура çурчĕн сцени çинче иртекен финала хутшăнĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
03 февраля 2005
00:00
Поделиться
;